Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ

25 октября 2016 г.

ОКТЯБРĔН 21-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ тăххăрмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна Пуху председателĕ _ район пуçлăхĕ Менир Хамдеев ертсе пынă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хутшăннă. Лару кун йĕркине кĕртнĕ çак ыйтусене пăхса тухнă: район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕн «Шăмăршă районĕн 2016 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен; Шăмăршă районĕн муниципал пурлăхне 2016 çулта приватизацилемелли прогноз планне (программине) улшăнусем кĕртесси çинчен; Шăмăршă районĕнчи коррупцие хирĕç кĕрешекен Канаш çинчен; полицин Патăрьелĕнчи пайĕн Шăмăршăри уйрăмĕн кăçалхи 9 уйăхри оперативлă ĕçпе служба ĕçĕн шайĕ çинчен. Депутатсем сỹтсе явнă ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăну тунă. Лару ĕçне пĕтĕмлетсе тата умри тĕллевсене çивĕчлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов сăмах тухса каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика