28 октября 2016 г.
ХАЛĂХ поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çырнă çак йĕркесене Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Георгиевич Александров пăхмасăр калама пĕлет:
«Юратрăм эп, хирсем, сире,
Сана та, сĕм-хура вăрман.
Нихçан та шухă чĕрере
Ку юрату çухалмĕ ман».
_ Çак сăвăра тăван тавралăх кĕвви янăранă пек туйăнать, _ чăн-чăн философ пек тарăннăн шухăшласа калаçрĕ Виктор Георгиевич. _ Эпĕ, пĕтĕм ĕмĕрĕме çуралса ỹснĕ ялăмра ирттернĕ май, уй-хире, çĕр-аннене юратни çинчен поэт пекех кăшкăрса калама пултаратăп. Çапах та кăшкăрмастăп, çак юрату манăн кулленхи ĕçĕмре сисĕнсе-курăнса тăтăр тетĕп...
1. Ачалăхăм , Çамрăклăхăм ...
_ Эпĕ Карапай Шăмăршă ялĕнче 1951 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, _ асаилỹ сăмахне пуçларĕ Виктор Георгиевич. _ Çак кун чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă тесе каланăччĕ мана шкулта вĕреннĕ чух. Аслă та ăслă çын ĕçе юратма, ытти халăхсемпе туслă пурăнма, çемьене упрама хушнине яланах асра тытнă.
Пирĕн аттепе аннен ултă ачаччĕ _ виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Атте _ Георгий Васильевич _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Ленинград блокадине татнă çĕрте хамăр ялти Михаил Осиповпа тĕл пулнă. Çакна мĕн виличченех аса илетчĕ.
Мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçне хутшăнса ỹсрĕм. Атте _ ылтăн алăллăскер _ юрăхсăра тухнă двигателе «чун кĕртсе» колхозри выльăх-чĕрлĕх фермине, пилора-мăна, йĕтеме электричествăпа тивĕçтеретчĕ. Каçхине яла та çутă панă, клубра кино кăтартма та электричество кирлĕ пулнă.
Техникăна юратасси те аттеренех пуçланчĕ. Вăл сĕннипех ялти шкулăн 8 класне пĕтерсен Оренбург облаçне тракториста вĕренме тухса кайрăм. Вун пиллĕк те тултарман ачана килтен кăларса ярасшăн та марччĕ анне, çапах та атте çине тăчĕ: «Чăн-чăн арçын пулса ỹстĕр!»
Училище хыççăн тăван яла таврăнтăм, слесарь тата тракторист пулса ĕçлерĕм. ДОСААФ шкулĕнче вĕренсе шофер правине илтĕм. Унтан _ 1969-1971 çулсенче _ Совет Çарĕнче службăра тăтăм. Ракетчик. Чаç командирĕн Тав çырăвне килтисем савăнăç куççулĕ витĕр вуласа тухнине пĕлтерчĕç аттепе анне.
2. Вăтăр çичĕ çул - шоферта
_ САЛТАКРАН таврăнсан Киров ячĕллĕ колхоза ĕçе вырнаçрăм та 37 çул хушши _ пĕрлешỹллĕ хуçалăх арканичченех шоферта ĕçлерĕм. Тĕрлĕ маркăллă автомашина çỹретнĕ, çĕр-çĕр тонна груз турттарнă. Ялти пурнăç çапла вĕт вăл: тырă турттарнисĕр пуçне вăрмана та, армана та кайма тивет, туй халăхне те лартса çỹренĕ.
Тăрăшса ĕçленине шута илсе «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Пилĕк çуллăх ударникĕ» знаксемпе, ВДНХ медалĕпе чысларĕç. «Ĕç ветеранĕ» медаль те пур. Мана тата мăшăрăма _ ĕмĕрĕпех фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхнă Галина Федоровнăна _ «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пани те савăнтарать.
Виçĕ ача çуратса ỹстертĕмĕр, пурнăç çулĕ çине тухма çунат патăмăр. Алевтина _ врач, Сергей _ хам пекех шофер, Ирина _ банк служащийĕ. Пире виçĕ мăнук парнелерĕç. Телей мар-и-ха çакă?
3. «Хама колхозри пекех туятăп»
_ Тăван йăмăкăн ывăлĕ Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕ йĕркелесен, мана управляющи ĕçне туса пыма шанчĕ. Савăнсах килĕшрĕм: тивĕçлĕ канура пулин те, вăй-хал пур вĕт-ха ĕçлеме.
Фермер хуçалăхĕ вăл _ колхоз пекех. Çĕр ĕçĕсĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх ферми те пуç çинче тăрать. 500 гектара яхăн çĕр, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ те 70 пуç патнех.
Кăçал кашни гектартан 22-шер центнер тырă пуçтарса кĕртрĕмĕр, выльăх çимине ытлашшипех хатĕрлерĕмĕр. Çулленех кĕрхи çĕртме сухи туса хăваратпăр, халĕ те пĕтĕм лаптăка сухаларăмăр.
Çитĕнĕве çынсем тăваççĕ. Эпир Николай Давыдов, Александр Сидоров трактористсемпе, Валерий Емельянов тата Валерий Ефимов комбайнерсемпе, Елизавета Ястребова дояркăпа, Елена Измайлова осеменаторпа (ветеринарпа) тата ытти ĕçченсемпе мухтанма пултаратпăр.
Сĕт нумай антаракан галстена ăратлă ĕнесем ĕрчететпĕр. Çывăх вăхăтра тата 4 пуç пушмак пăру илсе килетпĕр, укçине тỹлесе татнă.
4. Укçа шута юратать
_ ЭКОНОМИКА яланах тĕп вырăнта пулмалла, _ палăртсах каларĕ Виктор Александров. _ Çĕр ĕçĕ те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тупăш кỹччĕр тесе тăрăшатпăр.
Акă, кунсерен 380-390 литр сĕт сутатпăр. Сĕтри çу хисепĕ пысăк пулнипе _ 4,2 процент _ тата 60-70 литр сутнă пек ỹстерсе тỹлеççĕ. Паха сĕтĕн пĕр литрне 20 тенкĕпе йышăнаççĕ, кунне сахалтан та 8 пин тенкĕ укçа кĕрет. Пĕр уйăхра 220 пин тенкĕ ытла пуçтарăнать.
Хăшĕ-пĕри паян я л х у ç а л ă х ĕ н ч е тупăшлă отрасль çук теме пăхать. Йăнăшаççĕ вĕсем: чăн-чăн хуçа пек перекетлĕ те тирпейлĕ ĕçлесен тупăш аванах илме пулать. Тĕслĕх вырăнне сĕт-çу отрасльне илсе кăтартрăм ĕнтĕ.
Олег Анатольевич Хлюкин _ хуçа кăна мар, мал ĕмĕтлĕ предприниматель те. Спортсмен, ял пурнăçне хастар хутшăнать. Коллективпа килĕштерме, çынсене хавхалан- тарса ĕçлеттерме пĕлет. Ун пек çынпа ĕç те ăнса пырать.
Витесене хĕл валли тĕплĕн юсарăмăр. Çĕнĕ объект та çĕкленчĕ _ столовăй çурчĕ тăвасси вĕçленсе пырать. Çакăнтах хуралçă пỹлĕмĕ те пулĕ.
Ялхуçалăх техникине те çуса тасатрăмăр, хĕл каçармашкăн ГОСТ ыйтнă пек упрама вырнаçтартăмăр. Районтан килнĕ комисси те пире мухтаса хăварчĕ. Ырă сăмах тата та тăрăшуллăрах пулма хавхалантарать.
Ив.САЛАНДАЕВ.