Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешĕл уçăм çийĕнче путек-сурăх сиккелет…

28 октября 2016 г.

ÇАК кунсенче районти темиçе хуçалăхра та пулма тиврĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕпе Вадим Севрюгинпа пĕрле кĕр тыррисем мĕнле шăтса тухнипе интереслентĕмĕр.

Вăхăтра тата агротехника йĕркине пăхăнса акнипе, калча пур çĕрте те тенĕ пек хỹхĕм ешерет. Минерал удобренийĕпе усă курса акнисен уйĕсем тата та хитререх.

Çапах та чуна ыраттараканни те тупăнчĕ: нумай çĕрте кĕр калчисем çинче выльăхсем çỹреççĕ. «Восходра» _ лашасем, «Истокра» _ сурăхсем, «Шансра» _ ĕнесемпе пăрусем... Хăваласан та тухмаççĕ вĕт! Хуçисене пĕлме май килмерĕ те, таçтан чикĕ леш енчен каçман ĕнтĕ çак выльăхсем.

_ Шăмăршăри Заводская урамĕнчен кăна уçăм çинче 17 ĕнепе пăру çỹрет, _ тарăхса калаçать «Шанс» ООО ертỹçи Валерий Еремеев. _ Хуçисене те пĕлетпĕр, анчах асăрхаттарса каланине итлемеççĕ. Район администрацийĕ çумĕнчи ятарлă комиссие чĕнтерсе штраф тỹлеттерме хатĕрленетпĕр.

Валерий Петрович, профессийĕпе агроном пулнă май, выльăх-чĕрлĕхе ирĕкре çỹретни тырпула пысăк сиен кỹнине лайăх ăнланать. Халĕ, çĕр шăниччен, выльăха уçăм çине кĕртсе таптаттарма пачах та юрамасть. Вĕсен ури йĕрĕ тĕлĕнчи кĕрхи культурăсем çуркунне шыв пуçтарăнса тăнипе вуçех те пĕтеççĕ иккен. Çапла вара кашни гектартан 6-7 центнер тухăç çухалать. Çакна выльăх хуçисем мĕншĕн ăнланмаççĕ-ши?

_ Ĕлĕкрех _ колхозсем чĕрĕ- сывă чух _ хир хуралçисем (полевойсем) пурччĕ, _ терĕ Вадим Севрюгин. _ Паян вара ялхуçалăх культурисене никам та сыхламасть, акнă хире транспортпа та, çуран та таптаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пирки каламалли те çук – уçăм çинче кĕтỹ çỹрет, хур-кăвакал савăнать. Хуçалăхсем пысăк тăкак тỹсни, акнă хирсем имшерленсе юлни хăшне-пĕрне пачах та шухăшлаттармасть.

Кунта чаплă классикăн Николай Гоголĕн «Ревизор» комедийĕнчи хула пуçлăхĕ калани асăма килчĕ: «Камран кулатăр? Хăвăртан кулатăр».

Енчен те районти выльăх усракан кашни çемье хăйсен ĕнипе пăрăвне е путек-сурăхне, лашине, хур-кăвакалне хире кăларса ярсан тырпул лаптăкĕсем йĕтеме çаврăнмĕç-и? Кунта пысăк тухăç илесси пирки каламалли те çук: калча шăтса тухнă-тухманах выльăх ури айне пулсан, çак вырăнта çуркунне юр шывĕ тăрсан çулла çумкурăксăр пуçне урăх мĕн çитĕнĕ?

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен фермерсем тарăха-тарăха, халтан кайса уçăм çинчи выльăхсене хăваланине курмасăр тăмалла мар. Кашни выльăхăн хăйĕн хуçи пур, ялхуçалăх культурисене сăтăр тунăшăн та выльăх хуçин явап тытмалла. Кĕсьерен вунă-çирĕм пин кăларса хума тивсен, выльăх хуçи ĕнипе пăрăвне, сурăхне ирĕкре çỹретмĕччĕ.

Кĕр калчисене упрас ыйтăва ытларикун район администрацийĕнче иртнĕ канашлура та çивĕч çĕклерĕç. Хуçалăх ертỹçисемпе фермерсем ял тăрăхĕсен администрацийĕсене тĕрĕсех ỹпкелеççĕ: выльăхăн акнă хирте мар, кĕтỹре çỹремелле, ку тĕлĕшпе ялта çирĕп йĕрке туса хумалла. Пысăк штраф тỹлеттермелле тусан, выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакала калча çинче çỹретекенсен йышĕ те нумай чакĕччĕ.

Халĕ вара хăшпĕр хуçа хăйĕн выльăхĕ каçхине киле таврăнмасан та хытах пăшăрханса ỹкмест: ăçта кайтăр-ха ĕне _ хиртех çĕр каçать пуль...

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика