03 ноября 2016 г.
ЧĂВАШ Республикин официаллă делегацийĕ _ унăн йышне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ _ экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, ЧР çут çанталăк ресурсĕн тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Коршунов, предприятисен ертỹçисемпе ĕçченĕсем кĕнĕ _ Коми çĕрĕнче ноябрĕн 1-3-мĕшĕсенче ĕçлĕ кун йĕркинче экспорт ĕç-хĕлне тĕпе хуракан пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене пулăшмалли майсене тĕпчес ыйтусемпе Коми Республикин Экономика министерстви хутшăннипе "çавра сĕтелсем" иртересси, Комири предприятисемпе организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе тата продукцийĕпе паллаштарасси тĕпре тăрать.
Республика Ертỹçи Михаил Игнатьев "Комитекс" АУОна çитсе курнă. Предприяти Раççейри çăмăл промышленноç предприятийĕсем валли тĕрлĕ синтетика материалĕ туса кăларать. Обществăн таварĕ çĕршыври производство калăпăшĕн 16 проценчĕпе танлашать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулнă тепĕр предприяти те _ "Монди Сыктывкарский ЛПК" АО _ республикăри пысăк компанисенчен пĕри, вăрман промышленноç комплексĕн никĕсĕ шутланать. Пĕрлĕх туса кăларакан офис тата офсет хучĕн ЕU Ecolabel сертификат пур. Çакă тавар экологи тĕлĕшĕнчен пысăк пахалăхлă тата çут çанталăка кỹрекен сиен виçи, çакăн йышши ытти производствăпа танлаштарсан, пĕчĕкрех пулнине çирĕплетет.
"Монди СЛПК" туса кăларакан "Снегурочка" офис хучĕ тăватă хутчен "Раççейри çулталăк таварĕ" ята тивĕçнĕ. Вăл Вăрман Попечительсен Канашĕн стандарчĕсене тивĕçтерекен тата Green Range ушкăна кĕнĕ пĕрремĕш бренд шутланать.
И.СЕРГЕЕВА.