08 ноября 2016 г.
АЧА чух ватă асатте калани халĕ те асран тухмасть: «Юлташран уйрăлăн _ пĕр çул йĕрĕн, кил-йышăнтан уйрăлăн _ вунă çул йĕрĕн, ял-йышăнтан уйрăлăн _ ĕмĕр йĕрĕн».
Ун чух эпĕ çак сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлансах та кайман. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче ялтан хулана куçса каяс туртăм вăй илнĕччĕ те, пирĕн атте те Чĕмпĕр енне çитсе лайăх вырăн шыранă. Чылайăшĕ çемйи-çемйипе куçса кайрĕç, ялта пушă çуртсем нумайлансах пычĕç.
_ Эсир кайсан кайăр, эпĕ вара çуралса ỹснĕ вырăнтан уйрăлмастăп, _ терĕ те асатте, хăйĕн татăклă сăмахне каларĕ: «... Ял-йышран уйрăлăн _ ĕмĕр йĕрĕн».
Хăйсен телейне тупнă-ши тăван тăрăхран Чĕмпĕре е Шупашкара, инçетри Çĕпĕре куçса кайнă ентешĕмсем? Хветинкка кукка, Байкал хĕрринчи Усть-Баргузин поселокĕнче пурăннăскер, яла çапла çырса янине астăватăп: «Кунта пурте пур, çуралса ỹснĕ вырăн пурпĕрех хăй патне туртать. Тăвансен ывăл-хĕрĕн туйĕсенче савăнаймарăм, ратнерен кам та пулин вилсен пытарма та каяймарăм. Халĕ тем пек каяс килет çуралнă тăрăха, анчах сывлăх çук. Эпĕ вилсен ялти тăвансем пытарма та килеймĕç ĕнтĕ. Çамрăк чухне ухмахланнăшăн, лайăх пурнăç шыраса кил-çурта хупсах кайнăшăн ял-йышран тата тăвансенчен каçару ыйтатăп».
Район историйĕпе интересленнĕ май, утмăлмĕш-çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче ялсенчен миçе çемье куçса кайнине тĕпчерĕм. Акă, хăшпĕр цифрăсем: Шамкайран _ 58 çемье, Кивĕ Чукалтан _ 39, Вырăс Чукалтан _ 61, Çĕнĕ Чукалтан _ 47, Пăчăрлă Пашьелĕнчен _ 44, Энтĕрьелĕнчен – 21, Çĕнĕ Шăмăршăран _ 20, Виçпỹрт Шăмăршăран _ 36, Палтиелĕнчен _ 59, Патирекрен _ 30, Анат Чаткасран _ 45, Карапай Шăмăршăран _ 27... Ялтан кайнă хăшпĕр çемьесен пушă çурчĕсем халĕ те хăлтăртатса лараççĕ-ха, картишĕнче те, пахчинче те вĕлтĕренпе мăян кашласа ỹсет.
Çулталăкра пĕрре _ çимĕк ратитĕлĕнче _ тахçан кунта çуралнисем тăван ялне таврăнаççĕ. Вĕсем ял масарне çитсе çĕре кĕнĕ çывăх çыннисене асăнаççĕ. Çапах та тасатман-тирпейлемен вилтăприсем те тем чухлех. Хăшĕ-пĕри, тен, ашшĕпе амăшĕ çинчен мансах кайнă, йывăç хĕрес çĕрĕшсе йăваннă хыççăн кам ăçта выртнине те пĕлме çук.
«Хуларисем çине шанăç сахал, масара ял çыннисен вăйĕпе тирпейлесе тăратпăр», _ тет Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Кузьмин. Ун сăмахне ытти ял тăрăхĕсене ертсе пыракансем те çирĕплетеççĕ. Атте-анне вилтăприне тирпейлĕ тытассишĕн тăрăшман çынсем пĕрре-иккĕ кăна мар çав...
Тата тепĕр нуша та пур: пушă çуртсем вут-кăвар тухас хăрушлăха ỹстереççĕ. Ача-пăча ашкăнса е ỹсĕрсем пуçтарăнса ларса пушар кăларма та пултараççĕ. Юлашки вунă çул хушшинче кăна районта никам та пурăнман 8 çурт çунса кайнă, кỹршисен хуралтисем те вăйлă сиенленнĕ.
Электричество айăплă тесен _ пралуксене тахçанах каснă. Пĕртен-пĕр сăлтав _ вут-кăварпа асăрханусăр пулни.
Ялти çурчĕсене пăрахса хăварса хулана куçнисем пушă пỹрт урам илемне янине те ăнланасшăн мар. Пурăнмастăн пулсан, сутса яр е ялти тăванна парнеле. Çук вĕт: «Çуралнă кил-çурта никама та сутмастăп, мĕн çĕрсе пĕтиччен лартăр», _ тесе калакансем нумай. Ял тăрăхĕнче тата культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем вара пушă çуртсен умĕнчи хыт-хурана çавапа çулса тарăхаççĕ, ишĕлсе анма пуçланă пахча картисене тĕрев ярса çирĕплетеççĕ.
«Пулă шыври тарăн вырăна, çын вара лайăх пурнăçа юратать», _ тенĕ ваттисем. Пĕри те тепри ялтан пăрахса кайсан, тахçан ылтăн тырă кашласа ỹснĕ çĕр çинче паян мăянпа вĕлтĕрен çеç çитĕнсен эпир çуралса ỹснĕ яла вилĕм суннине пĕлтермест-и-ха?
Лайăх пурнăçа хамăрăн тумалла. Хулара пурăнса хăйсен телейне тупни çинчен каланине илтмен, «Сирĕн пурте хăвăрăн: аш-какайĕ, сĕчĕ, пахчаçимĕçĕ...» _ тесе ăмсанса сăмахлани пĕрре çеç мар хăлхана кĕнĕ.
Çапла, халĕ ял çынни хуларинчен пĕрре те кая пурăнмасть, ỹркенменнисен сĕтелĕ яланах тулли. Ĕçлес текенсене çĕр уйăрса параççĕ, предприниматель пулас тесен те çул уçă. Çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ. Шкулпа садикĕ пур _ ача çук... Пĕр медпунктран çеç çын татăлма пĕлмест: ватăлса çитнĕ ял сывлăхсăр старик пекех. Çамрăксем ăçта? Хулара. Вĕсене ялти йывăр ĕç килĕшмест, тар тăкмасăр ырлăх-пурлăх тума май çуккине те ăнланасшăн мар.
Нумаях пулмасть кăна-ха Хĕрлĕ Васан паççулккине çитсе куртăм. Çак пĕчĕк ялтан çур çухрăмра унччен Хайпăла паççулкки ларатчĕ. Юнашарах «Восход» колхозăн сурăх ферми вырнаçнăччĕ. Халĕ пуш-пушах _ хăрма пуçланă темиçе тĕп улмуççипе чие çеç темиçе çул каялла кунта ял пулнине аса илтереççĕ.
Ман ĕмĕрте кăна Никишино ялĕпе Триер паççулкки çут тĕнчепе сывпуллашрĕç. Шамкайра темиçе ватă пурăнать-ха, анчах ял шăпи пысăк хăрушлăхра. Ача сассисĕр, туй юррисĕр ялăн пуласлăхĕ çук. Ирçе Тĕкки ялне те çак шăпа кĕтесси хăратать: речĕпех пушă çурт вĕт-ха кунта, урамра ача-пăча пачах та курăнмасть.
Сăмахăма шур сухаллă ватăсем каланă çак йĕркесемпе вĕçлес килет: «Нумай та пĕтĕ, сахал та çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ?»
Ив.САЛАНДАЕВ.