Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Чукал, санра пайтах вăй-хал…

08 ноября 2016 г.

Кивĕ Чукал, санра пайтах вăй-хал…

Кивĕ  Чукал ял тăрăхĕ Шăмăршăран 33 километрта вырнаçнă. Ял тăрăхне Кивĕ Чукал ялĕ тата Шамккай сали кĕрет. Вĕсенче пурĕ 334 хуçалăх шутланса тăрать. Пурăнакан çынсен шучĕ _ пине яхăн. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул, фельдшерпа акушер пункчĕ, ялти Культура çурчĕ, библиотека, перекет банкĕпе почта уйрăмĕсем, 2 харпăр хăй тытăмĕнчи лавкка. 

Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ - Александр Чамеев. 

1. Ĕçчен  çыншăн  ĕç  тупăнать 

КИВĔ ЧУКАЛ ялĕн уй-хирĕ, эпир пынă çĕре, шурă юрпа витĕнме ĕлкĕрнĕччĕ. Урамсенче, килĕсен умĕнче, çу каçипе ĕçлесе «ĕшеннĕ» ялхуçалăх техники канатчĕ.

 _ Кăçал эпир пĕтĕм çĕрпе усă куртăмăр теме пултаратпăр. Акма юрăхлă пушă выртакан çĕрсене предпринимательсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене арендăна патăмăр. Ял халăхĕнче те çĕр самаях _ 360 гектар, _ пĕлтерет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Чамеев. _ 120 гектар çĕре выльăхсене çỹретме хăвартăмăр. Ял-йыш юлашки çулсенче ĕнесен йышне чакарчĕ пулсан та, кăçал çу кунĕсенче çаран çинче 3 ĕне кĕтĕвĕ çỹрерĕ. Ĕне _ пысăк выльăх, ăна аслă ăрури çынсене усрама çăмăл мар _ çимине нумай хатĕрлемелле. Ял ватăлса пырать вĕт! Ун вырăнне качака, сурăх йышлă тытма пуçларĕç. Сыснасен шутне калама та пĕлмелле мар _ какая ăсатсах тăратпăр. Сысна амисем вара ялĕпе 80 пуçран кая мар _ çура çăвăрлаттарса тупăш илеççĕ. Картиш пушă тăмасть ĕçчен çыннăн. Пушă çуртсен хыçĕнчи пĕр пахча та усăсăр выртмасть. 

Çапла, хресчен ĕмĕрех çĕрпе тăранса пурăннă. Унчченхи пек пахчаçимĕç сутса тупăш тăваймастăн халь, çавăнпа çĕр улми хăйсем валли кăна çитĕнтереççĕ. Пурнăçа ытларах выльăхпа йỹнеçтереççĕ. Сутăнакан какай, сĕт хакĕ тивĕçтерсех каймасан та, выльăхсăр пурăнмасть ял çынни. 

Унсăр пуçне, ытти ĕçпе те укçа-тенкĕ тума пĕлеççĕ кивчукалсем. Сăмахран, кăçатă йăваласси çак таврара ĕмĕртен пырать. Унпа халĕ ялта 20 ытла çемье ĕçлесе пурăнать. Акă, сăмахран, Валентин Федорович Чурбанов хăйĕн мăшăрĕпе хĕл кунĕсенче мĕн чухлĕ çынна ăшă çăматăпа тивĕçтермест-ши? Хĕлле унсăр май çук. Ялтах çăм таптаракан машина та пур. Унăн хуçи _ Вячеслав Мишкин. Ун патне çăм таптарма таврари ялсенчен те çỹреççĕ. 

Вăрман та тăрантарма пăрахман. Делянка ил те лайăх пĕренесенчен пура пураса сут, ытти _ вут-шанка каять. Вакланă хатĕр вутта туянакансем те пайтах. Никам та чармасть, ан ỹркен кăна. Акă М.Малеев вăрманпа тухăçлă ĕçлет _ 2 пилорама унăн. Хăйĕн бригадипе пурасем пурать, пиломатериал хатĕрлесе сутать.

2. Пĕлỹ  тĕнчи шкултан пуçланать 

Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта паян 64 ача ăс пухать, шкул çулне çитмен 20 ача садик ушкăнне çỹрет. Кăçал 1-мĕш класра 11 ача вĕренме пуçланă _ шкулта чи пысăк класс. Анчах малашне те çакăн чухлĕ ача килесси иккĕлентерет _ пĕлтĕр те, кăçал та 3-шер пепке кăна çуралнă. Вилекенсен шучĕ вара темиçе хут пысăкрах. Ирĕксĕрех çак ял тăрăхне кĕрекен Шамккай сали çине пăхса çỹçенсе илетĕн. Хĕл каçакан çемьесем пурĕ те 4 çеç унта. Çуллана пурăнма килекенсем чун кĕртеççĕ-ха халĕ пушă ларакан 10-12 çурта. Никишино ялĕн шăпи кĕтмест-и Раççей Геройĕн _ Олег Долговăн _ çуралнă ялне? Шкул пулсан _ ял пĕтмест тени ахальтен мар. Çапла каларĕ РФ вĕренỹ министрĕ О.Васильева та кăçалхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ учи- тельсен съездĕнче. 1939 çулта Шамккайра 300 ача вĕренмелли вăтам шкул уçнă _ районĕпе те виççĕн кăна пулнă вĕсем вăрçăччен. Тепĕр вунă çултан кам кăтартса парĕ-ши çак шкул вырăнне... Çавăнпа та пуçлăхсен, шкула тытса тăма тенкĕ-пус перекетлеме тытăниччен, ял шăпи çинчен шухăшламалла мар-ши? Çапла тума пире истори те хистет.

Кивĕ Чукалти кивĕ шкул çуртĕнче (1907 – 1992 ç.ç.) халĕ «У Люси» лавкка вырнаçнă. Тул енчен шурă пластикпе çĕнетнĕ çурт илĕртỹллĕ курăнать. Унта питех те кăмăллă хĕрарăм _ район Пухăвĕн депутачĕ Л.Карзанова _ ял халăхне апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерет. Килес çул ялта шкул уçнăранпа 110 çул çитнине анлă паллă тума хатĕрленеççĕ.

 Паянхи тулли мар вăтам шкулта пысăк опытлă учительсем ĕçлеççĕ. Физкультура предметне кунта кĕрешỹ енĕпе РФ спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Л.Карзанов вĕрентет. Лев Алексан- дрович уроксемсĕр пуçне шкулта кĕрешỹ секцине те ертсе пыратчĕ. Çулсерен ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тĕрлĕ çĕртен пухăнатчĕç кунта тупăшăва. Мĕншĕн иртнĕ вăхăтпа çыратăп-ха? Халĕ спорт мастерне кĕрешỹ валли хушма сехетсем уйăрса памаççĕ. Кĕрешỹ мелĕсене вĕренесшĕн çунакан арçын ачасем вара ялта тем чухлех. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ ачисене аталантарма хăйсен кĕсйинчен тỹлеме те хатĕр, анчах ку ыйтăва халиччен те татса параймаççĕ. Питех те шел... 

Вĕрентỹ ĕçĕнчи савăнăçлă самантсем вара кăмăла çĕклентереççĕ. 2004 çулта географи предмечĕпе Чăваш Ен чысне Калугăра çак шкулта вĕренекен С.Уськин хỹтĕлерĕ. Ăна çитĕнỹсем патне Г.Тридворнов учитель илсе пыратчĕ. Çак шкулта темиçе хут та тĕнче чемпионĕ пулнă çăмăл атлет Николай Чамеев 8 çул ăс пухнă. Унăн пĕрремĕш тренерĕ _ О.Н.Малеев. Олег Николаевич, хăй те спорта юратаканскер, 10 çул ачасене физкультура вĕрентнĕ. «За коммунизм» колхоз председателĕн йывăр лавне 9 çул туртнă хыççăн каллех шкула таврăннă, мĕн пенсие кайичченех истори, обществознани предмечĕсене тăрăшса ертсе пычĕ.

 Е.Артемьева, А.Малеева, М.Жамкова, Г.Иванова тата нумай педагогсем вĕрентỹри ырă ĕçĕсемпе, обществăлла пурнăçри активлăхĕпе ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.

3. Мĕн чухлĕ  ырă  çын -  çавăн чухлĕ  савăнăç  

Кивĕ Чукалта курмалли, тĕлĕнмелли сахал мар. Акă тарасаллă пусă. Тем çỹллĕш курăнса тăрать вăл аякранах. Ĕçмелли шыв ял çыннисемшĕн çителĕклех-ха, анчах шкул валли шыв башни тума тиветех. Унсăрăн шалти санузел та ĕçлеймĕ. Халĕ шăпах «Строитель» ООО рабочийĕсем шкулта ăшă туалет тăватчĕç. 

Кăçал масар çинче те пысăк ĕçсем туса ирттернĕ _ вилнĕ çынна юлашки çула ăсатакансене йĕпе-сапаллă, çил-тăманлă çанталăкран хỹтĕленме йывăçран пỹрт туса лартнă. Пĕтĕмпех халăх вăйĕпе тесен те юрать. Юнашарах _ часовня. Ăна та предпринимательсем тăрăшнипе хăпартнă.

 Туясем тытнă пĕр ушкăн çын вăрман хĕррипе таçталла утать. Скандинави меслечĕпе сывлăхне çирĕплетекенсем иккен вĕсем. Икĕ алла икĕ туя тытса икшер сехет çапла кашни кун утаççĕ. Çак çĕнĕ меслете Г.Иванова учитель, тивĕçлĕ канăва тухсан, 4 çул каялла пуçарса янă. Скандинави уттине кăмăллаканскем халĕ ялта самаях йышлă. Пĕрре _ уçă сывлăшра çутçанталăкпа киленетĕн, тепре _ чĕрене тĕреклететĕн. Ушкăнпа çỹренĕ хыççăн кăмăл-туйăм та çĕкленỹллĕ!

 Каçсерен вырăнти Культура çуртĕнче юрă-кĕвĕ шăранать. Пахча ĕçĕсем пĕтнĕ _ гастрольсем пуçланаççĕ. Халĕ кỹршĕ районти Пăлапуç Пашьелне концертпа кайма хатĕрленеççĕ. Вĕсем те кунта культура программипе килсех çỹреççĕ. Çакăншăн Олег Мешков депутат вĕр-çĕнĕ купăс парнелесе хавхалантарнă Кивĕ Чукал артисчĕсене! 

Культура вучахĕ вара çак ялта, нимĕнле йывăр тапхăра пăхмасăр, амаланса мар, ялкăшсах çунать. Захар Савельевăн баянĕ такама та хаваслантарать, Надежда Захаровапа Николай Ивановăн дуэчĕ кăмăла çĕклет. Татьяна Малеева учитель çепĕç сассипе юрă пуçласа ярсан тавралăх савăнăçпа тулать. Юрă ушкăнĕнче Ирина Малееван янкăр уçă сасси уйрăмах илемлĕ янăрать. Юрлама çемйипех çỹрекенсем те пур. Сăмахран, Владимирпа Вера Малеевсем. Кивĕ Чукалта пурăнакансем пурте сцена ăстисем пек туйăнаççĕ мана. Пурте пултаруллă. Çимĕкре ял уявне чăваш наци тумĕпе тухаççĕ вĕсем, урампа урам ăмăртмалла юрлаççĕ, вăйă картинче çаврăнаççĕ.

РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕн _ Мефодий Денисовăн таланчĕ кашнинчех упранать пулмалла çав. Малашне те савăнтарăр пире чăн-чăн чăваш халăхĕн юрри-кĕввипе!

Г.ИВАНОВА.

«Картишне кĕрсен мĕн сас лайăх?

Выльăх-чĕрлĕх сасси лайăх».

Çак халăх юррин пĕлтерĕшне çамрăкрах чухне шутлама та пĕлмен, тен, ăнланман та пуль. Анчах та пурăна-киле, пурнăç илемне туйма пуçласан, ăнланатăн – чăнах та ялти картара выльăх-чĕрлĕх сасси пулмасан, карта пушă пулсан илемлех мар.

Çакăн пек илемлĕ те лайăх саслă картасем Кивĕ Чукал ялĕнче сахал мар.Килĕрен тенĕ пекех икшер ĕне, йышлă сурăх, сысна... 

Нумай выльăх-чĕрлĕх усракан çынсем çинчен калас пулсан Ю.Никитин, П.Ильдяков, Л.Микушина, Н.Захарова хуçалăхĕсене асăнмасăр хăвараймастпăр. Ю Никитин 100 гектар çĕрпе усă курать. Килĕнче çăвăрлаттармалли 5 сысна, икĕ вăкăр, икĕ ĕнепе икĕ пăру.

Петр Ильдяков та 100 гектар çĕр çинче вăй хурать. Нумаях пулмасть вăл фермер ĕçне пуçăнакансен республика грантне çĕнсе илнĕ. Ĕçе аталантарма ăна 1 млн та 100 пин тенкĕ укçа панă. Малашне П.Ильдяковăн сурăхсем, вăкăрсем ĕрчетсе тупăш илес ĕмĕчĕ питĕ пысăк.

Микушинсен хуçалăхне çитсен пире кил-хуçи Лариса Васильевна кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Вĕсен картине кĕрсен пĕр-пĕр пĕчĕк фермăна кĕнĕн туйăнчĕ. Кунта: 9 сысна çури, çăвăрлаттаракан 3 сысна ами, 2 ĕне, пăрусем, вăкăрсем, Романовский ăратлă 30-40 сурăх. Сурăх усрани пысăк тупăш кỹрет. Пĕр пысăк сурăха сутсан 6-7 пин тенкĕ тума пулать, унран 2 пăт таса аш тухать. Çăмĕнчен кăçатă çаптарма, алса-нуски çыхса тăхăнма та пулать. 

Унсăр пуçне вĕлле хурчĕсем те пур Микушинсен.

«Мĕнле маттур-ха эсир, пурне те ĕлкĕретĕр, çывăрма вăхăт тупатăр-и вара?» _ тесе ыйтсан кил хуçи йăл кулса илчĕ те çапла хуравларĕ: «Лайăх пурăнас тесен, паллах, укçа-тенкĕ кирлех. Ĕçлемесĕр лар- нипе кăна никам та пĕр татăк çăкăр та кỹрсе памасть вĕт».

Паллах, лайăх пурăнасси нумай чухне хамăртан килет. Ĕç çук тесе йĕрсе лармаççĕ Василий Ильичпа Лариса Васильевна Микушинсем. Пурнăç çулĕпе малалла та малалла талпăнаççĕ.

Кивĕ Чукалта Николай Васильевичпа Надежда Витальевна Захаровсене пĕлмен çын та çук пуль. Вĕсен те картинче выльăх-чĕрлĕх шучĕ питĕ нумай: 2 ĕне, 2 сысна ами, пăру... 

_ Халлĕхе сурăхсем çук, анчах та малашне ĕрчетес кăмăл пур, _ тесе пĕлтерчĕ Надежда Витальевна.

Унсăр пуçне Захаровсен 1 гектар çĕр пур. Унта вĕсем ытларах выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлеççĕ, хăйсем валли хĕл каçмалăх пахча-çимĕç те çитĕнтереççĕ.

Надежда Витальевна ялти пур мероприятие те хастар хутшăнать. Çак ытарайми хĕрарăм çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп: ăçтан кăна пурне те ĕлкĕрет? Килĕнче те тип-тирпейлĕ, кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх, ялти Культура çуртĕнче вара мĕн чул çын ăна кĕтет. Ял халăхне хăйĕн хитре сассипе те, музыка инструменчĕсемпе калас ăсталăхĕпе те савăнтарать. Н.Захарова гитарăпа та, купăспа та, баянпа та калама пултарать.

 Ялти Культура çурчĕ çумĕнчи «Пилеш» фольклор ушкăнне те Надежда Витальевна ертсе пырать. Çак ĕçре ăна Николай Иванов пулăшать. Фольклор ушкăнне районта кăна мар, республикăра та пĕлеççĕ. Вĕсем Шупашкарти Акатуйсене те хутшăнаççĕ.

 Николай Васильевич Культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçлет. Вĕсем Надежда Витальевнапа иккĕшĕ нумайранпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ĕçлеме условисем те пур вĕсен. Акă 2013 çулта «Комплекслă хăтлăçурт» программăпа килĕшỹллĕн, 800 пин тенкĕ куçарса панă. Вĕсенчен 600 пин тенкĕ республика бюджетĕнчен, 200 пин тенкĕ вара вырăнти бюджетран уйăрнă. Çав укçапа вĕсем сценăна çĕнетнĕ, костюмсем çĕлеттернĕ, аппаратура туяннă (ноутбук, микшер, микрофон, çутă техники тата ытти те). Çак укçа-тенкĕпех баян та илнĕ. Кивĕ Чукалта культурăна аталантарас тесе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Мĕн кирли йăлтах пур. 

Николай Васильевичпа Надежда Витальевна иккĕшĕ те чăннипех те маттур та пултаруллă. Иккĕшĕ те музыка инструменчĕсемпе калама пултарни те, юрлама пĕлни те ял халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 Спектакльсенче вылякан рольсене те кăмăлтан пăхса ларма пулать. Хуть те хăш роле те уçăмлă, чунтан выляма пултаракан çынсем. 

Николай Васильевич хăйĕн ĕçне тĕплĕн туса пыма тăрăшать. Акă нумаях пулмасть вăл тăрăшнипе Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ республикăра «Чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕ» ята тивĕçнĕ. 100 пинлĕх сертификат çĕнсе илнĕ.

Ăнăçу сире, чуна парса ĕçлекен маттурсем!

А.ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика