11 ноября 2016 г.
ПОЛИЦИ сотрудникĕсен умĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕп тĕллев _ обществăри йĕркелĕхе тата патшалăх хăрушсăрлăхне тивĕçтересси.
Пирĕн кулленхи ĕç _ çынсен пурнăçне, сывлăхне, ирĕклĕхне сыхласси, обществăпа патшалăх интересĕсене хỹтĕлесси, çул-йĕр çинче хăрушсăрлăха тытса тăрасси. Çак тĕллевпе районта 35 полици сотруд- никĕ вăй хурать.
Паллă ĕнтĕ, пирĕн чи пысăк ĕç _ преступленисене хирĕç кĕрешесси. Çавăнпа та полици ĕçченĕсем хăйсене палăртнă ĕç вырăнĕнче кунĕн-çĕрĕн тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕсене тăтăш тухса çỹреççĕ, халăхпа профи-лактика ĕçĕ ирттереççĕ, йĕрке ыйтăвĕсене ăнлантарса параççĕ. Право енĕпе пăсăклă ĕçсем тума пултаракан çынсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Полици ĕçченĕсем районта иртекен мĕппур мероприятиех хутшăнаççĕ. Çапла вĕсем кăçал 58 массăллă мероприятие йĕрке тĕлĕшĕпе çỹллĕ шайра ирттерме условисем туса панă.
Районта кăçалхи 10 уйăхра пурĕ 106 преступлени регистрациленĕ (пĕлтĕр çак вăхăтра _ 132). Преступленисен шучĕ чакни пире, паллах, савăнтарать. Ку вăл вăхăтра профилактика ĕçне туса пынипе те çыхăннă. Преступлени тăвасси пирĕн районта республикăри вăтам кăтартуран чылай пĕчĕк. Преступленисене уçас ĕç те япăх мар, кăçалхисене кăна мар, иртнĕ çулсенчи 2 преступление те уçса вĕçне çитернĕ. Уйрăмах хăрушă преступленисем кăçал пачах та пулман (пĕлтĕр çак хушăра _4). Иккĕмĕш хут преступлени тунă хисеп те чакса пыни курăнать _ пĕлтĕр çакнашкал тĕслĕхсем 67 пулнă пулсан, кăçал _ 46. Çак кăтартусем районти полици уйрăмĕ обществăра тĕреклĕх, йĕрке тытса пыма пултарнине çирĕплетсе параççĕ.
Çапах та лайăх кăтарту пире лăпланса ларма май памасть, пирĕн малалла та çирĕп дисциплинăна пăхăнса, пысăк яваплăхпа хамăрăн тивĕçе пурнăçласа пымалла. Паян пирĕн алкоголизмпа тата наркотиксемпе те çине тăрсах кĕрешме тивет. Çул çинче хăрушсăрлăхшăн та вăй хумалла. Яланах халăха канлĕ ĕçлеме тата канма условисем тăвассишĕн тăрăшăпăр.
Паян эпĕ полици тытăмĕнче ĕçлекенсенсене, тивĕçлĕ канăва тухнă полици ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлатăп, çирĕп сывлăх, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм, ăнăçу сунатăп.
Р.ИДРИСОВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ, полици майорĕ.