Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тытман упа вара вăрмантах мĕкĕртĕр…

11 ноября 2016 г.

«ВĔÇКĔН вĕçет çỹлелле, сăмси юхать çĕрелле», _ тесе шỹтлеттĕмĕр шкулта вĕреннĕ чух. Мухтанчăкрах ачасенчен кулса-йĕкĕлтесе калаттăмăр çакна. Пурте _ куç умĕнче, пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр _ мĕншĕн мухтанмалла-ха? Ачаран вĕçкĕн ỹссен çитĕнсе çитсен те мухтанма пăрахмĕ. Мухтанасси пуйăспа ларса инçете каясси мар: çул укçи ыйтмаççĕ. 

Шел те, паянхи пурнăçра мухтанса калаçасси тарăн тымар ячĕ. Çак «чир» вунă-вун пилĕк çул каялла уйрăмах анлăн сарăлма тытăнчĕ. 

Хирĕ-хирĕпе нимĕн те акăнмастчĕ _ тыррине эпир колхоз- сем вăй хурса ĕçленĕ вăхăтринчен те нумайрах туса илетпĕр иккен. Хуçалăхсем ял çыннисене пай çĕрĕсемшĕн те тырă параймастчĕç _ сводка çинче вара гектартан 23-25 центнер тухăç илнĕ пек курăнатчĕ. 

Агроном пулмасан та, шухăшлама пĕлекен çын çакна лайăх ăнланать: кĕрхи çĕртме сухи туман çĕр çине çуркунне минерал удобренийĕ хывмасан, вăрлăх пахалăхне лайăхлатса пымасан ниепле те пысăк тухăç илейместĕн. Çĕре улталама çук, хамăра хамăр улталани çеç ку. Цифрăсене маччаран илсе парасси выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те, ытти çĕрте те çирĕп йăлана кĕнĕччĕ. Колхоз ĕçĕн ветеранĕсем кулатчĕç вара: эпир ухмах пулнă, тĕрĕс кăтартусем çеç панă, халĕ тытман упа тирне сỹме хăнăхрĕç. Хут çинче çавăн чухлĕ тырă туса илнĕ пек курăнсан та кĕлетсем çурма пушă. Кама улталатпăр-ши?

 Е тата унччен эпир ĕне мар, качака усранă пек килсе тухать. Çĕр-çĕр тонна утă-улăм, силос, сенаж, тырă фуражĕ хатĕрленĕ _ продукци вара хальхин çуррине те илеймен пек курăнать. Хуçалăхра зоотехник та çук _ çавах ĕç кăтартăвĕсем шутсăр чаплă. Тĕлĕнсе кăна тăратпăр! 

Районта акăнмасăр пушă выртакан çĕрсем юлман тесе хăй вăхăтĕнче республикипех шавларăмăр. Анчах ку пуш параппан сасси çеç пулнине район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Чукал тăрăхне кайса курсанах лайăх ăнланчĕ, хăй куçĕпе курса ĕненчĕ. Владимир Денисов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле çамрăк вăрман çĕкленме пуçланă хирсем тăрăх çỹресе чунне нумай ыраттарчĕ пуль. «Кун пек пурăнма юрамасть», _ тенĕччĕ тахçан Канашра пулнă чух Станислав Говорухин кинорежиссер. Владимир Васильевич та çапла шутланă ĕнтĕ. Пин гектар ытла çĕре сухаласа тырă акма хамăрăн вăй çитес çуккине ăнланса, район администрацийĕн пуçлăхĕ инвесторсем шырама тытăннă. «Шыракан _ тупать», _ тенĕ ваттисем. Тутарстанри пĕр пуянорганизаци пирĕн çĕрсене арендăна илме килĕшнĕ, кирлĕ хутсем те йĕркеленĕ. Сăмаха тытма пĕлекен чăн-чăн арçынсем пысăк хăватлă тракторсемпе Улмаллă-Чукал-Шамккай çĕрĕсене тарăн сухаласа çĕнĕ пурнăç пачĕç. Эх, хаклă вулаканăмсем, эсир кунта кăçалхи сентябрь уйăхĕ нче пулнă пулсанччĕ! Темиçе çул хушши акăнман, çамрăк вăрманпа тĕрлĕ çумкурăк çеç ашкăрса ỹснĕ çĕрсем çинче куçа илĕртсе кĕрхи калча ешернине курсан савăннипе куççуль тухрĕ.

 Халĕ вара районта çĕрпе чăннипех те тухăçлă усă курма тытăнтăмăр теме пултаратпăр. Мухтанмасăрах, лăпкăн çеç ăнлантарать халăха район администрацийĕн пуçлăхĕ: паянхи çăмăл мар пурнăçра килти хуçалăха аталантарни, выльăх-чĕрлĕх усрани питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 

Владимир Денисов ялхуçалăх организацийĕ- семпе фермерсенчен те, ыттисенчен те мачча çине пăхса илнĕ цифрăсене мар, чăн-чăн лару-тăру çинчен тĕрĕс калама ыйтать. Мĕнех, кăçал гектартан 19 центнер çеç тырă туса илтĕмĕр, отчетра 20 е 21 центнер тесе çырнă пулсан çăвара пыл кĕретчĕ-и? Мĕн чухлĕ çитĕнтерни _ пурте хамăрăн, çитес çул ытларах туса илме тăрăшмалла. 

Чапшăн мар, халăхшăн, ял çыннин пурнăçне лайăхлатассишĕн, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçассишĕн тăрăшмалла пуçлăхсен. Суя цифрăсемпе нумай мала каяймăпăр, халăх хисепне те тивĕç пулаймăпăр. Тытман упа вара вăрмантах мĕкĕртĕр...

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика