16 ноября 2016 г.
НОЯБРĔН 14-мĕшĕнче район администрацийĕнчи ларусен залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен черетсĕр вуннăмĕш ларăвĕ иртнĕ.
Ун ĕçне, депутатсемпе пĕрле, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем хутшăннă.
Депутатсем кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явнă май Шăмăршă районĕн 2016 çулхи бюджетне, район Пухăвĕн депутачĕсен ĕçĕн регламентне, районти контрольпе шутлав органĕн Положенине хăшпĕр улшăнусем кĕртнĕ.
Урăх ĕçе куçнă май, лару 10-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Буяновский суйлав округĕпе суйланă район Пухăвĕн депутачĕн полномочийĕсене срокчен татасси çинчен йышăну тунă.