Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтан - качака мăйраки, унтан - …

16 ноября 2016 г.

Малтан - качака мăйраки, унтан - …

ЛАША ĕмĕрĕ иртсе кайрĕ пулмалла. Халĕ çак ĕç выльăхне районти пысăк ялсенче те виçĕ-тăватă пуçран ытла тĕл пулаймастăн. Лаша кỹлме пĕлмен, сухапуç та тытса курман вăй-питти çамрăксем _ речĕпех. Никам та вăтанмасть куншăн: ара, техника ĕмĕрĕнче лаша мĕн тума кирлĕ? Халĕ мотоблок пур, туян та кĕрлеттер кăна. 

Шăмăршăра та, ытти ялсенче те мотоблокпа çỹрекенсем йышлă. Вăрмана та, армана та, хăнана та каяççĕ çак техникăпа. Пĕр ялта пилĕк-ултă ỹсĕр арçын мотоблокпа купăс каласа, ахăрашса, виçĕ литрлă банкăран сăмакун ĕçсе çỹренине те куртăм. Мĕнле кăна вырнаçнă-ши çак пысăках мар техника çине çакăн чухлĕ ỹсĕр? ГИБДД сотрудникĕсенчен те хăрамаççĕ.

 _ Мĕншĕн хăрамалла? _ тỹрккессĕн хуравларĕ эпĕ асăрхаттарса каланине хирĕç мотоблок хуçи. _ Гаишниксем мотоблокпа çỹренĕшĕн документ ыйтмаççĕ, чармаççĕ те. Çак техникăпа сăмсине шăлайман ача та, ỹсĕр çын та ним мар çỹреме пултарать. Юпана е хапхуна çеç пырса ан тăрăнтар.

 _ Пĕрре аванах тăрăнтарнăччĕ-ха! _ лĕх-лĕх кулчĕç сăмакун банкине пушатакан юлташĕсем. _ Çерем çине вĕренленĕ качака такине таптанине мантăн-им, Петĕр?

 _ Качака таки хăй мотоблок çине сикрĕ, _ тỹрре тухасшăн пулчĕ «водитель». _ Сĕкĕшесшĕнччĕ пулмалла та, ăçта унта! Хам та пули-пулми мар, салтакра ефрейтор пулнă. Мотоблок качакан икĕ мăйракине те лаштăрах хуçса пăрахрĕ. Матĕрне инке халĕ те ылханать мана çав усал выльăха амантнăшăн. Эпĕ айăплă-и-ха? Каларăм вĕт: качака таки ман мотоблок çине хăй сикрĕ! 

Мотоблок туяннине пĕрре те хурласшăн мар-ха эпĕ. Килти хуçалăхри вун-вун ĕçе пурнăçлама пулать çак техникăпа. Пахчана тислĕк кăларатăн, çĕр сухалатăн, çĕрулми йăранĕсене çыратăн, «иккĕмĕш çăкăра» та унпах пуçтарса кĕртетĕн... Чăннипех те пысăк çăмăллăх.

 Çапах та хуть те мĕнле техника та урă çынна çеç юратни çинчен манас марччĕ. Ỹсĕрпе çул аяккине е кĕпер айне чăмасси те, çын çине кĕрсе каясси те пулма пултарать вĕт. Инкек-синкекрен Турă сыхла- тăр та-ха, анчах хамăрăн та ăса çухатмалла мар. Çул-йĕр çинчи аварисен сводки чуна çỹçентерет: кăçалхи вунă уйăхра мотоблока тытса пыракансен айăпĕпе республикăра 67 авари пулнă, вĕсенче 5 çын вилнĕ, 11-ĕн йывăр аманнă. Хăрушă инкексен питĕ пысăк пайĕ (85 проц.) мотоблока тытса пыракан çынсем ỹсĕр пулнипе çыхăннă. 

Автомашина е трактор рулĕ умне кăштах çеç эрех-сăра ĕçсен те ларма юраманнине пурте лайăх пĕлетпĕр-ха. Мотоблок та транспорт хатĕрĕ вĕт, мĕншĕн ăна ỹсĕр çынна шанса памалла? Пысăк инкек пуласса кĕтетпĕр-и? Леш, качака мăйракине хуçакан Петĕр пек, «пире никам та тытса чармасть» тесе савăнни ырри патне илсе çитерес çук.

 Гостехнадзорăн районти тĕп инспекторĕ Владимир Матвеев каланă тăрăх, мотоблокпа çỹреме те халĕ тракторист удостоверенийĕ кирлĕ. Çул çитмен çамрăксене вара çак техникăпа ĕçлеттерме пачах та юрамасть. «Упăшка _ Мускавра, мотоблокпа хам утă хатĕрлерĕм», _ тесе мухтанакан хăшпĕр ытла та «маттур» хĕрарăмсене те ăслă-тăнлă пулма ыйтасшăн. Техникăпа ĕçлесси _ ача вăййи мар, вăйăран вăкăр тухма пултарасси çинчен шутласа пăхмаллах. 

ÇАК статьяна çырма мана Шăмăршăри пĕр хĕрарăм çиччĕмĕш класа çỹрекен ывăлне мотоблок парнелени çинчен мухтанса каласа пани те хистерĕ.

«Эпĕ пуян çынах мар, çапах та Мускавра ĕçлесе кăштах укçа-тенкĕ пуçтартăм, _ терĕ вăл савăнăçлăн. Мотоблок _ кил хуçалăхĕнче кирлĕ япала, манăн ывăл ăна ĕçлеттерме вĕренетех. Вара кăмпа-çырла пуçтарма та, милĕк хатĕрлеме те вăрмана мотоблокпа çỹрĕпĕр. Кĕвĕçекенсем ăмсанса тăччăр!»

Кĕвĕçекенсем пулĕç-и, пулмĕç-и, анчах вунвиççĕри ача урам сарлакăшпе кĕрлеттерсе-ахăрттарса иртнĕ чух качакасем çеç мар, ватăрах çынсем те шикленессине халех чухлатăп. Качака мăйракасăр та пурăнĕ-ха, çын сывлăхĕ вара мăйракаран çĕр хут, пин хут хаклăрах. Иртĕхес марччĕ техникăпа, кайран тин чавса çывăх пулсан та çыртма пулмĕ...

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика