Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ сăпка, пушăт çăпати…

18 ноября 2016 г.

НУМАЯХ пулмасть Шăмăршăра пурăнакан Валерий Юманов предпринимательпе курса калаçрăм. 

_ Килте пĕчĕк музей йĕркелерĕм, _ терĕ Валерий Федорович. _ Чăн малтан Юмановсен ратне йывăççине туса хатĕрлерĕм. Ку ĕç питĕ йывăр, çапах та интереслĕ. Асатте çинчен çеç мар, мăн асаттепе унăн ачисем мĕн ятлă пулнине те тĕпчесе пĕлтĕм. Çичĕ-сакăр сыпăкри тăвансен ячĕсемпе хут çинчи йывăçа пуянлатрăм. Шел, атте пурăннă чух çак пысăк ĕçе туса ĕлкĕреймерĕм.

 Валерий Федорович мана килти музейĕпе хапăл тусах паллаштарчĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта? Çичĕ пушăтран ăсталанă çăпатаран пуçласа пир станокĕ таранах. Хресчен усă курнă ĕç хатĕрĕсем нумай. Маччаран çакăнса тăракан хуп сăпкана Юмановсем уйрăмах хисеплеççĕ. Сăпка _ ачалăха аса илтерекен, кил-çурт ăшшине куç умне кỹрсе тăратакан хăйне евĕр символ вĕт-ха. Çак сăпкара пĕрин хыççăн тепри Юмановсен çичĕ ачи те сикнĕ.

 Шăмăршăра килти музей йĕркеленĕ çынсем тата та пур. Геннадий Шерниковăн музейĕ те кăмăла кайрĕ. Хăй çуралса ỹснĕ ялтан кивĕ шкул парттине те илсе килнĕ Геннадий Семенович. Шерниковсен пысăк ратнипе паллаштаракан документсем те упранаççĕ. Кивĕ граммофон Леонид Утесов, Мефодий Денисов, Лидия Русланова тата ытти чаплă юрăçсен чун-чĕрене тыткăнлакан сассисене упрать. 

Валерий Юманов та, Геннадий Шерников та çак пархатарлă ĕçе чун туртнипе пуçăннă. Аваллăхри япаласене, ватă çынсен асаилĕвĕсене пуçĕпех çухатас мар тесе, пулас ăрусем те хăйсен йăх-несĕлĕ çинчен пĕлччĕр, ратнери паллă çынсемпе мухтанма пултарччăр тесе хавхаланса ĕçленĕ. 

Музей _ истори пуянлăхĕсене, пурнăçри пулăмсене шанчăклăн упрамалли сăваплă вырăн. Пирĕн ĕмĕрте кăна мĕн чухлĕ хаклă пуянлăх яланлăхах çухалчĕ. Хăй вăхăтĕнче районти предприятисемпе колхозсенче те музей йĕркелес юхăм сарăлнăччĕ. Шăмăршăри строительство организацийĕнче те, промышленноç комбинатĕнче те, районти тĕп больницăра та пайтах материал пуçтарнăччĕ. Палтиелĕнчи И.А.Алексеевпа М.Я.Калаков вăрçă ветеранĕсем пуçарнипе йĕркеленĕ музей ĕçĕ-хĕлĕ çинчен республика хаçатĕнче те пысăк статья пичетленнĕччĕ. 

Шел, çук халь çак музейсем, пуçтарнă документсемпе истори пĕлтерĕшлĕ япаласем те çухалнă. Районта пĕртен пĕр управçă _ Васанти халăх музейĕ _ Герман Ларшников таврапĕлỹçĕ чун-чĕререн тăрăшнипе çеç тытăнса тăрать. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ çумĕнчи çутçанталăк музейĕнчи экспонатсем вара тусанпа витĕннĕ: кунти пуянлăха çĕнетсе-илемлетсе тăма укçа-тенкĕ тупаймаççĕ. 

Район центрĕнчи истори музейĕ те, ман шутпа, республикăра чи чухăннисенчен пĕри. Хамăр кĕрсе курма та, çынна кăтартма та темех çук. Район музейĕ кун пек пулмалла мар, хăйсен тăванĕсем çинчен манса кайнă Ивансем пек хамăр историе хакламанни _ намăс.

 Тен, музей çуртне пĕр-пĕр предприниматель туянса кунта чăннипех те хĕрỹ ĕç пуçарса ярĕ? Кун пек тĕслĕхсем республикăра çук мар, хастар çынсем музей ĕçне-хĕлне çĕнĕрен чĕртсе тăратма пултарĕç. Çак ĕçе халĕрех _ районăмăр 90 çул тултариччен _ йĕркелесе ярасчĕ. Района килсех тăракан хăнасене, «Чăваш вăрманĕ» наци паркне çул тытакан туристсене чăн малтан истори музейĕпе паллаштарни Шăмăршă ялĕн ятне-чысне çĕклĕччĕ. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика