Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăр çынсене - пулăшу

18 ноября 2016 г.

Сусăр çынсене - пулăшу

ПИРĔНПЕ юнашар сывлăхпа хавшак, сусăр çынсем те пурăнаççĕ. Районта инвалид-ачасем кăна 64 шутланаççĕ. Вĕсене тарăн пĕлỹ илме, тĕрлĕ енлĕ аталанма çăмăлах мар. Çакăншăн общественноç та, патшалăх органĕсем те сахал мар тăрăшаççĕ.

Ĕнер Шăмăршă район администрацийĕнче Раççей Федерацийĕн регионти Социаллă страховани фончĕ районта пурăнакан инвалидсемпе, инвалид ачасен ашшĕ-амăшĕпе, çавăн пекех вĕсемпе çыхăннă организацисен представителĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Канашлура обществăлла организацисен пуçлăхĕсем те пулчĕç, инвалидсене пулăшу парас ыйтусене хускатрĕç.

 Тĕлпулăва Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов уçрĕ, инвалидсене тĕрлĕ программăпа пулăшу парас енĕпе районта тăрăшсах ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. Çакна Н.Федорова _ район администрацийĕн социаллă пулăшу пайĕн начальникĕ - цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Çавăн пекех Е.Кудрявцева _ РФ Социаллă страховани фончĕн Шăмăршă районĕнчи тĕп специалисчĕ _ инвалидсене санатори путевкисемпе тивĕçтерес ĕç епле пыни çинчен каласа пачĕ. Д.Федоськин _ Раççейри Пенси фончĕн Патăрьел районĕнчи пай пуçлăхĕ _ амăшĕ капиталĕнчен инвалид ачасем валли кирлĕ хатĕрсем (сăмахран, ятарлă коляска, хăлха илтменнисене пулăшакан аппарат тата ытти те) туянма майсем пурри çинчен ăнлантарса пачĕ.

Инвалидсем Шупашкартан килнĕ РФ регионти Социаллă страховани фончĕн специалисчĕсене хăйсене интереслентерекен тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, тулли хуравсем илчĕç.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика