18 ноября 2016 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ (ГКЧС) водительсене тата çуран çỹрекен граждансене çул çинче çав тери асăрхануллă пулма чĕнсе калать.
Пăрлă çул автотранспортшăн питĕ хăрушă, çавăнпа та хăвăртлăха ỹстермесĕр тата дистанцие çирĕп пăхăнса çỹреме тăрăшăр. Хĕллехи резина тăхăнтартма ан манăр. Çул урлă çынсем каçакан тĕлте уйрăмах тимлĕ пулăр.
ГКЧС çăлавçăсемпе пожарнăйсен пĕрлехи телефонне пĕлтерет: 01; кĕсье телефонĕпе тỹлевсĕрех 112 номерпе шăнкăравламалла.