Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пĕр хуртан тунă, ик хуртан тунă хуплуне»…

22 ноября 2016 г.

ЮЛТАШ каласа парать: _ Лавккаран кăлпасси туянтăм. Пĕр татăкне кушака патăм та... тĕлĕнсех кайрăм. Кушак кăлпассине шăршласа пăхрĕ те, аяккине пăрăнчĕ. Çимерĕ вăл килограмне икçĕр тенкĕ ытла тỹлесе илнĕ апата. Тарăхнипе çак татăках йытта патăм. Вăл тутанса та пăхмарĕ вĕт. Эпир вара, хамăра хамăр ăслă тесе шутлакансем, лавккара мĕн сутаççĕ _ пурне те хыпса çăтатпăр. Çавна пулах сывлăх та хавшать. Нитрат çине нитрит: ăçтан-ха пирĕн ачасемпе мăнуксем юман пек çирĕп пулччăр? 

Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци ахальтен мар ĕнтĕ кăлпассипе сосискине вар-хырăм ракне яма пултаракан апат-çимĕç шутне кĕртнĕ. «Кушака кулă та, шăшие _ вилĕм», _ тенĕ ваттисем. Эпир те сăмса мĕн патне пырса перĕнет, çавна кăшлакан шăшие çаврăнма пуçларăмăр-ши? 

Лавккаран туяннине мар, килти хуçалăхра çитĕнтернине ытларах çиме сĕнеççĕ тухтăрсем. Пахчаçимĕç те, аш-какай та, сĕт-çу та шанчăклă. Улма- çырла пирки каламастăп та: ху аллупа лартса çитĕнтернĕ улма йывăççипе груша, виноград çимĕçĕнчен тутлăраххи те усăллăраххи урăх мĕн пур-ши?

 Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, юлашки çирĕм çул хушшинче районти ялсенче мăйракаллă шултра выльăхсен, уйрăмах сăвакан ĕнесен йышĕ çурмалла чакнă. Унччен тăватă-пилĕк кĕтỹ хăвалакан ялсенче халĕ пĕр-икĕ кĕтỹ çеç юлнă. 

Мĕн, çитерме çуккипе пĕтеретпĕр-и ĕнесемпе сурăхсене тата ытти выльăха? Ял йĕри-таврашĕнче çумкурăк ашкăрса ỹснине, çырма-çатра хĕррине те никам та çулманнине куратăн та, чун ыратать. 

Пĕр учитель, истори предметне вĕрентекенскер, кула-кула çакна пĕлтерчĕ:

_ Шкул музейне пуянлатас тесе, ачасене ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене илсе килме сĕнтĕм. Ĕненетĕр-и: çур класа яхăн çава йăтса килчĕ! «Килти хуçалăхра кирлĕ ĕç хатĕрне мĕншĕн илсе килтĕр?» _ терĕм те, ачасем ашшĕ-амăшĕ халĕ нимĕнле выльăх та усраманни çинчен пĕлтерчĕç. Суятăп: пĕри çурла тупса килнĕ. «Кирлĕ пулсан, ыран çава илсе килетĕп, пирĕн вăл виççĕ те», _ терĕ арçын ача. 

Шăмăршăра кашни юнкунах пысăк пасар пуçтарăнать, çакăн пек пасарсем ытти ялсенче те йĕркелеççĕ. Çакна асăрхатăп: ял çынни халĕ лавкка апат-çимĕçне ытларах та ытларах туянма тытăнчĕ. Услам çăва та, чăх тукмакне те, панулмипе сухана та укçа парса илеççĕ. Арçынсем Мускавра е ытти çĕрте тар тăкса илнĕ укçа-тенкĕ усламçăсен аллине куçать. Хырăма тултарассишĕн çеç пурăннă пек килсе тухать. 

Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усрасан, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерсен хамăршăнах лайăх мар-и-ха? Эпĕ пурне те ĕне усрама чĕнсе каламастăп: пысăк выльăх тытма ватăраххисемшĕн йывăр та пулĕ. Çапах та картишне курăк шăтни, тем пек тирпейлĕ пек курăнать пулин те, çурт хуçин ятне-чысне çĕклеместех.

 Кăçалхи кĕркунне Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче пулма тиврĕ. Виçĕ тĕп груша йывăççи туянтăм. 

_ Ĕлĕкрех шăмăршăсем пирĕн пата йышлăн килетчĕç, _ терĕç мана питомникре ĕçлекенсем. _ Кăçал вара килменпе пĕрех. Пĕлтĕр те çаплаччĕ. Мĕн, эсир улма-çырла йывăççисене пачах та çитĕнтерместĕр-и? 

Тỹрре тухма сăмах тупаймарăм, тĕрĕс калани питĕме хĕретнине туйрăм. Лартма лартаççĕ пулĕ-ха йывăçне, çапах та пасартан туянни, вырăссем калашле, «кот в мешке». Мĕнле сортлине те, çимĕçĕ хăçан ĕлкĕрессине те пĕлмеççĕ, кайран вара: «Виçĕ тĕп лартрăм, виççĕшĕ те вĕтĕ ранетка пулнă», _ тесе ỹкĕнеççĕ.

 Çапах та пирĕн тăрăхра ĕçчен те харсăр çынсем пурри кăмăла çĕклет. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерсех пыраççĕ, çĕр ĕçĕнче те хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕлле хурчĕсене юратакансем те пур. «Пылне илес килсен, хурт сăхни те вăрăмтуна сăхни пек кăна», _ теççĕ вĕсем шỹтлесе.

 Халĕ, хура кĕркунне, ял çыннисем хур-кăвакал пусса тирпейлеççĕ. Вăтăр, хĕрĕх, аллă пуç хур усракансем те пур. Тивĕçлĕ канăва тухнисем те шыв кайăкне килĕштереççĕ. 

_ Хур усрасан нихăçан та хур курмастăн, _ çапла шутлать Васанта пурăнакан юлташăм Геннадий Смаев. _ «Пĕр хуртан тунă, ик хуртан тунă, виç хуртан тунă хуплуне» юрра ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш радиовĕ пĕрмаях шăран- тарать. Хур какайĕ кĕрекене пуянлатать, самăр тушка хăнана кайнă чухне те чаплă кучченеç шутланать.

 Смаевсем, иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура пулин те, ĕне тата сысна та усраççĕ. Ĕçре йăпанаççĕ, картиш пуянлăхĕпе савăнаççĕ. 

Хула халăхĕ мар вĕт-ха эпир _ ялта пурăнатпăр. Кашни çемьех мĕнле те пулин выльăх, хур-кăвакал, чăх усрама, хамăра çирĕплетсе панă çĕр çинче тĕрлĕ пахчаçимĕç çитĕнтерме пултарать. Ан ỹркен кăна. Килти аш-какай та, сĕт-çу та лавккаран туянни мар _ кушакна кăштах çеç парсан та вăл санран пĕрре те хăпмĕ, татах та татах ыйтса макăрĕ.

 Темиçе çул каялла хур-кăвакал тата чăх чĕппи илме таçта аякка çỹреттĕмĕр пулсан, халĕ Шăмăршă пасарĕнчех сутаççĕ. Туян та усра кăна. Экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç çисен сывлăхлăрах та, хунавлăрах та пулăпăр. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика