22 ноября 2016 г.
ИРТНĔ вырсарникун Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем Шупашкара экскурсие кайса килчĕç. Çак кун вĕсем Чăваш наци музейĕнче пулса курчĕç.
Унта ачасем чăвашсен ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсемпе, хĕç-пăшалĕпе тата авалхи искусствă произведенийĕсемпе паллашрĕç. Музей залĕсем тăрăх çỹренĕ май, чăваш халăхĕн аталану çулне курма май пулчĕ. Пирĕн халăх ĕлĕкренпех пултаруллă пулни шкул ачисене тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Çав вăхăтрах мăнаçлантарчĕ те.
Çар мухтавĕн залĕ уйрăмах интереслĕ. Унта чăваш халăхĕн мухтавлă кун-çулĕ кăна мар, пĕтĕм Раççейĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче палăрнă паттăрлăхĕ.
Çавăн пекех шкул ачисем халăхăмăрăн тĕрлĕ искусствăпа çыхăннă ăсталăхне курса киленчĕç.
Ачасем тĕп хуларан çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнчĕç.
С.САВЕЛЬЕВА.