Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахмат ăмăртăвĕ иртрĕ

22 ноября 2016 г.

ИРТНĔ эрнере шахматла выляма юратакансем «Туслăх» Ача-пăча спорт шкулне пуçтарăнчĕç.

Хальхинче район шайĕнчи ăмăртăва Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси тата Васан ял тăрăхĕсенчен килнĕ 16 шахматист хутшăнчĕ. Уйрăмах спорт ветеранĕсем хĕрỹ кĕрешрĕç. Çĕнтерỹçĕ ята Василий Архипов тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Николай Куприянов, виççĕмĕшĕнче - Николай Поликарпов. Хĕрсем хушшинче чи пултарулли Зоя Тимошкина пулчĕ, Мария Кузьминапа Ангелина Ишмуллина - призерсем. Вĕсем пурте Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренеççĕ, кашни çулах район шайĕнчи тупăшура Дипломсемпе медальсене тивĕçеççĕ. Юлашки çулсенче республикăри шахмат ăмăртăвĕсенче те çитĕнỹсем тăваççĕ. Кунта, паллах, В.Бондареев тренерăн тỹпи те пысăк. 

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп Грамотипе тата призпа наградăларĕç.

В.АНТОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика