Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивчукалсем - Шупашкарти сцена çинче

22 ноября 2016 г.

ÇАК кунсенче Шупашкарта Ираида Вдовинăна халалласа иртекен халăх юрри-ташши ăстисен республикăри фестивалĕ пулса иртнĕ. Унта Кивĕ Чукалти «Пилеш» фольклор ансамблĕ тата Ирина Малеева солистка хутшăннă.

Ирина Витальевна фестивале пухăннисене «Ан силлентер», «Шывĕ юхать» юрăсемпе савăнтарнă. Юрă ансамблĕ вара сцена çинче «Атăл хăмăшĕ», «Анкартисем хыçĕнче», «Шыв юхать, юхать» юрăсем шăран- тарнă. И.Малеева солистка «Пултарулăх хăйнеевĕрлĕхĕ» номинацире, юрă ушкăнĕ _ «Халăх юррисене активлă пропагандăланăшăн» номинацире _ Диплома тивĕçнĕ. Сумлă жюри членĕсем Кивĕ Чукал ялĕн юрă ушкăнĕ çулсерен ăсталăхне ỹстерсех пынине палăртнă, халăх ансамблĕ ята илме тивĕçли çинчен пĕлтернĕ, малашне татах та пысăкрах çитĕнỹсем тума ăнăçу суннă.

 Çĕкленỹллĕ кăмăлпа таврăннă Шупашкартан «Пилеш» юрă ансамлĕ (ертỹçи Н.Иванов, художество руководителĕ Н.Захарова).

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика