25 ноября 2016 г.
ШĂМĂРШĂ ялĕнче пурăнакан Ложкинсем 1998 çулта çемье чăмăртанă. Иккĕшĕ те пĕр ялта çуралса ỹснĕскерсем, юратса пĕрлешнĕ, йышлă çемье çинчен ĕмĕтленнĕ. Çурта «çĕнĕ кайăк» килессе 8 çул кĕтнĕ вĕсем _ кăлăхах... «Ачасăр пурнăç _ калчасăр уй-хир», _ тенĕ ваттисем. Кил-çурт ача сассисĕр пушă та кичем.
Çемье 2006 çулта ача çуртĕнчен ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă 2 уйăхри пепкене усрава илет. Çакăн хыççăн Маринăпа Сергей Ложкинсем пĕтĕм чун ăшшине пĕчĕк Максим çине куçараççĕ, унăн телейлĕ пуласлăхĕшĕн пурăнма тытăнаççĕ.
Çăмăл пулман хĕрарăма икĕ уйăхри пĕчĕкскере пăхса ỹстерме. Малтанхи çулсенче чир-чĕр те çыпăçсах тăнă ун çумне, çавна май уйăхĕ-уйăхĕпе больницăра выртни те пулнă. Врачсем хушнă пек çирĕп диетăна пăхăнса пурăнма тивнĕ. Амăшĕ ачана тăтăш массаж туса ỹт-пỹне тĕреклетнĕ. Ачан çепĕç йăл кулли, ачаш сасси Маринăна вăй-хăват, шанчăк парса тăнă. Максима пуçласа алла илсе хăйĕн çумне çупăрланă самантран вăл хăйне пĕчĕк ывăлĕн тĕрекĕ, çăлăнăçĕ пулнине пĕтĕм чун-чĕрипе туйса илет. Максим çемьене килнĕренпе пурнăç та çĕнелсе каять, телейпе тулать. Ывăлĕн кашни хусканăвĕ ашшĕ-амăшне савăнăç кỹрет, илĕртсе тăрать. Вăт мĕн иккен çемьешĕн пирĕшти чунлĕ пепке!
Икĕ çултан Марина хăй те ывăл ача çуратать _ ют ачана хăйĕн хỹттине илнĕшĕн çапла сăвапа тивĕçнĕ-ши? «Тăван ача пулсан усрава илни тимлĕхсĕр юлмарĕ-и?» _ асăрханса ыйтатăп унран. «Денис хыççăн тепĕр ывăл _ Саша _ çуралнă хыççăн та Максим пире унчченхи пекех çывăх. Виççĕшĕ те тăванран тăван, _ савăнăçлăн калаçать виçĕ ача амăшĕ. _ Максима ыттисенчен шеллерех те паратăп, капла та шăпи кỹрентернĕ ăна _ çуратнă амăшĕнчен уйăрнă. Тата ăна юратмасăр тăма май та çук _ тирпейлĕ, ĕçчен, çав тери илĕртỹллĕ пирĕн аслă ача!»
Сăнỹкерчĕксем çине тинкеретĕп: акă вăл, кăн-кăвак куçлă çутă сăнлăскер, Наци кросĕнче хăвăрт чупса Диплом илме тивĕçет. Шкулта та лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать 4-мĕш класра вĕренекен Максим. Килĕнче шăллĕне, 2-мĕш класра вĕренекен Дениса, уроксем тума пулăшать. Кил-картишĕнче ашшĕпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх пăхать _ пăрусемпе качакасене утă антарса парать. Амăшĕ пе кил-çурт тирпейлеме те ỹркенмест. Текех чирлемест вăл _ амăшĕ кунĕн-çĕрĕн чăтăмлăх çитерсе тăрăшни сая кайман.
Çапла, виççĕн «анне» тесе чĕнеççĕ халĕ Марина Васильевнăна. Ĕçчен те ырă кăмăллă кил хуçи хĕрарăмĕ кашни вырсарникун йышлă çемьене хуплу е кукăль пĕçерсе савăнтарать _ тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме юратать вăл. Ытти кун ĕçе çỹренипе _ «Межрегионгаз» ООО организацире контролер-кассир тивĕçĕнче тăрăшать вăл _ чустапа аппаланма вăхăт çитереймест. Ĕçтешĕсене, кỹрши-аршине, тăван-хурăнташне те яланах тарават çепĕç чунлă хĕрарăм. Хăйне те, ăшă кăмăлне кура, пурте килĕштереççĕ. Ĕçрен ăна ачисем кĕтсе илеççĕ. Пуринчен малтан амăшĕ кил умне çывхарса пынине кашнинчех Максим асăрхаса ĕлкĕрет _ картишне вирхĕнсе чупса тухса амăшне ыталаса илет _ чылайччен аллисене вĕçертмест... Ахальтен каламаççĕ: «Анне тесе çуратакана мар, ỹстерекене калаççĕ».
Г.ИВАНОВА.