29 ноября 2016 г.
ТĂВАТТĂРИ мăнукăм пикенсех «Вăрманта çуралнă чăрăш» сăвва вĕренет.
_ Кукаçи, юрласа парам-и? _ чĕвĕлтетет пĕчĕкскер. Эпĕ хуравласса кĕтсе тăмасăрах шăрантарма та пуçларĕ:
Вăрманта çуралнă чăрăш,
Ỹсейнĕ вăрманта.
Хĕлле, çулла та йăрăс,
Ем-ешĕл тумпала...
_ Маттур! _ хавхалантаратăп мăнука. _ Çĕнĕ çул уявĕнче юрласа Хĕл Мучие савăнтар! Вăл сана парне парĕ.
Çĕршыври кашни ачах халĕ Çĕнĕ çул çитиччен миçе кун юлнине шутлать ĕнтĕ. Хамăр та вĕсем пекех пулнă: вăрçă хыççăнхи пурнăç çăмăл килмесен те, патшалăх ачасем валли елка йĕркелеме, Хĕл Мучин кучченеç хунă хутаçне йỹнĕрех канхвитпа-пĕремĕкпе тултарма укçа-тенкĕ уйăрса панă-панах. Тĕрĕссипе, ун чух эпир пылак çимĕçе çулталăкра пĕрре _ Çĕнĕ çул уявĕнче çеç _ тутанса курайнă. Каласа паратăп та çакăн çинчен ачасемпе мăнуксене, ĕнентерме йывăр. Вĕсем менельнике асламăшĕ пире пĕрер çăмарта çеç пĕçерсе панинчен те тĕлĕнеççĕ, «хыткукар пулнă вăл» теме пăхаççĕ. Патшалăх кашни чăх çăмартине шута илнине, ял Совечĕ хресчене çирĕп задани панине пĕлмеççĕ çав. Çăмарта çеç мар, сĕт-çу та, сурăх çăмĕ те, выльăх тирĕ те, ытти те кирлĕ пулнă патшалăха. Йышлă ача-пăчаллисен те (пирĕн ултă ачаччĕ) патшалăх заданине пĕр пăркаланмасăр пурнăçламаллаччĕ. Ăçта унта канхвит-пĕремĕк туянма...
Ку _ сăмах май çеç. Калаçăва чăрăш пирки пуçларăм пулсан, малалла та çак темăран пăрăнам мар-ха. Хальхи çамрăксене пирĕн ăру мĕнле йывăрлăхра пурăнни пирки калани интереслĕ те мар пулĕ.
Çапла, чăрăш _ уяв илемĕ. Хам тахçан вăрманçăра ĕçленĕ май, Çĕнĕ çул уявĕ умĕн лесниксем çĕрĕн-кунĕн дежурствăра тăнине те манман.
Астăватăп-ха, район хаçатĕнче пĕр эрне хушшинче Шăмăршăра кăна вăтăр ытла браконьера тытни çинчен пĕлтернĕччĕ. Саккуна пăсса чăрăш касакансене штраф тỹлеттернĕ. Анчах çутçанталăка сăтăр тăвакансене алла пуртă е пăчкă тытма пăрахтараймарăмăр: унччен вăрмана пĕчĕк çунашкапа кайнă пулсан, халĕ çăмăл автомашинăпа çỹреççĕ. Çывăхартса кăна шутласан та, пирĕн Шăмăршă районĕнче кашни çулах пин тĕп ытла чăрăшăн пурнăçĕ татăлать. Браконьер чи илемлĕ, яштака та лапсăркка йывăçа суйласа илни те пурне те паллă.
Пин тĕп _ пĕр гектар вăрман. Ахальтен мар ĕнтĕ Шăмăршă вăрманĕнче чăрăш, ытти йывăçсемпе танлаштарсан, çав тери сахал тăрса юлчĕ, 7 процентран та ытла мар.
Кăçалхи кĕркунне кăмпана кайсан çаппа-çара ларакан чăрăшсене те асăрхарăм: йывăç чирленине пула йĕпписем лăстăр! тăкăнаççĕ.
Васкавлă мерăсем йышăнмасан, вăрманти чăрăшсем типсе хăрма та пултараççĕ. Халĕ те лаптăкĕ-лаптăкĕпе хăрнă ĕнтĕ, ăнсăртран кам та пулин çунакан шăрпăк е сỹнтермен пирус тĕпне пăрахсан хĕл кунĕнче те пушар тухас хăрушлăх пысăк.
Чăрăшсен хурлăхлă шăпи пирки Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин специалисчĕсемпе калаçса пăхрăм.
_ Чирлĕ йывăçсене пĕр тăхтаса тăмасăр касса тасатмалла, _ терĕç вĕсем. _ Сыввисене чир ересрен пăхса-асăрхасах тăмалла. Нимĕнле мера та йышăнмасан, чăрăша часах Хĕрлĕ кĕнекене кĕртме те тивĕ.
Килти çỹп-çапа урама кăларас килмерĕ: пирĕн вăрман тăвăлпа е çĕрĕшсе йăваннă йывăçсемпе тулса ларни, унта шуйттан çеç мар, Хĕл Мучи те урине хуçма пултарни çинчен çăвар уçмарăм. Йĕрке çук çĕрте йĕрĕх хуçаланать тесе ахальтен каламан халăхра. Вăрмана тасатса-тирпейлесе тăмасан чăрăшпа юман кăна мар, ытти йывăçсем те чирлеме пултарасси хăратать.
2017 çула Раççейре Экологи çулĕ тесе йышăнни шанăç кỹрет-ха. Тен, вăрмана чир-чĕртен сиплеме те тăрăшăпăр. Тен, уçланкăра ытарма çук илемлĕ курăнса ларакан чăрăша пĕр шелсĕр касакансем те сахалланĕç. Тен, çутçанталăк пуласлăхĕ пирки чуна ыраттарса шухăшлама пуçлăпăр.
Пуртă йăтса вăрмана кайиччен лавкканалла ут, юлташăм. Искусство чăрăшĕ вăрманта ỹсекенсенчен пĕрре те кая мар вĕт-ха, темиçе çул хушши усă курма та пулать.
Лесничество вăрман делянкисенче каснă чăрăшсене те сутать. Укçуна тỹле те, документ илсен чăрăшлă та пулăн.
Мана тепĕр темиçе çултан садик ачисем «Заводра çуралнă чăрăш» сăвва пăхмасăр калама пуçласси хытă шухăшлаттарать. Вăрманта ỹсме пăрахсан, ирĕксĕрех искусство чăрăшĕпе усă курма пуçлĕç. Анчах чунсăр-юнсăр çутçанталăк çынна савăнăç кỹрĕ-ши?
Ив.САЛАНДАЕВ.