29 ноября 2016 г.
ÇАКĂН пирки «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать. Унăн территорийĕнче темиçе тĕрлĕ вĕçен кайăк хĕл каçать, çынсен хỹтлĕхĕпе пулăшăвне туять.
Тен, хĕшпĕр кайăксене эпир курман, палламастпăр та пулĕ. Çакна шута илсе парк ĕçченĕсем «Чăваш вăрманĕнче хĕл каçакан вĕçен кайăксем» фотовыставка йĕркеленĕ. Куравра _ тĕрлĕ тĕслĕ вăтăр тăхăр фотоỹкерчĕк. Пăхатăн та вĕсене, çунатлă туссенчен хăшĕсем объектив умне ятарласах пырса ларнăн, мана та ỹкерĕр-ха тенĕнех туйăнать. Теприсене вара чылай аякран, çывăхлатакан объективпа ỹкерсе илме май килнĕ.
Чăннипех те кăсăклă фотовыставка. Пырса курăр _ пĕрре те ỹкĕнмелле пулмĕ.
О.РЕВУНОВА.