02 декабря 2016 г.
«Ялта ял пек пулмалла, çынра çын пек пулмалла», _ тенĕ ваттисем. Хăвна ху пысăка хунине, çын сăмахне хăлхана та чикменнине халăх хытă сивлет. Уйрăмах хăшпĕр çынсем пуçлăха ларсан улшăнаççĕ. Те «чир» ку, те урăх япала _ анчах та хамăр пеккисем хушшинчен пысăкрах вырăна çĕкленнисем пуçĕсене каçăртнине тăтăшах тĕл пулатпăр.
Çын çине хытă кăшкăрнипе, хăвна пăхăнакана халăх умĕнче ятласа тăкнипе, усал сăмахпа кỹрентернипе авторитет çĕнсе илеймĕн. Авторитетлă пулас тесен, хăв ĕçлеме пултарнине, ертсе пыма хевтỹ çитнине кăтартса пар. Халăхшăн ырă ĕç ытларах ту, нушана лекнине пулăшма тăрăш. Çынсем санран хăраса тăни, «Паян тата кама вăрçĕ-ши?» _ тесе сехĕрленни халăх сана хисепленине пĕлтермест.
Хаçатра хĕрĕх çул ĕçлесе темĕнле пуçлăха та тĕл пулнă. Парти пуç пулса тăнă чух хаçатра хăвăн шухăшна уççăн çырма юрамастчĕ, хамăра-хамăр кăштах та пулин страхлас тесе юлашки страницăра: «Автор çырни редакци шухăшĕпе пĕр килмессе те пултарать», _ тесе кăтартаттăмăр. Анчах ун пек çырсан та, кун пек çавăрттарсан та пуçлăхсен «папуйне» нумай «çинĕ».
Каярахпа пурнăç тата та хĕсĕнчĕ, критикăн ахаль те силленекен хавшак шăлне çапсах хуçрĕç. Çулсене юртан тасатманни çинчен çыратăн _ санах вăрçаççĕ. Уйĕ-уйĕпе çĕр акăнмасăр выртнине куратăн та хаçатра критикăлла статья пичетлетĕн. Çĕре юхăнтарса янă хуçасене мар, хаçат журналистне ятласа-кỹрентерсе пĕтереççĕ. Тата ытти те, тата ытти те...
Юлашкинчен хаçатăмăр мухтав юрри çеç «юрлама» пуçларĕ: шăмăршăсем унта та малта, кунта та кĕрлеттерсе çеç пыраççĕ! Пире хуса çитсе пăх-ха!
«Шăлсăр» хаçат хăйĕн вулаканĕсене те çухатнăçем çухатса пычĕ. «Хаçатăрта ним вуламалли те çук, ялан мухтатăр кăна», _ теччĕç те çынсем, вăтаннипе пит хĕрелетчĕ. Эпир айăплă та, айăплă та мар пуль хаçатра критика çуккишĕн, анчах пуçлăхсем хушмасан мĕн тăвар-ха?
Мухта-мухта, ырла-ырла çак пурнăç патне çитсе тăтăмăр. Ĕнтĕ журналистсем çĕнĕлле шухăшлама, мĕнле те пулин çĕнĕ сĕнỹ пама та пăрахнăччĕ. Мухтатпăр, мухтатпăр, мухтатпăр _ хамăр мĕн çырнине хамăр та вуламастпăр. Хаçат тухать _ аван, критика çук та _ пире вăрçакан та тупăнмасть.
Юрать-ха, районта влаç улшăнни пирĕн пурнăçа та уçă та вăркăш çилпе вĕрсе тасатрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов «тилхепене» тытнă малтанхи кунсенчех «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн кашни номерĕнче критика пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. «Критикăсăр эпир малалла каяймастпăр, ĕçри çитменлĕхсене пĕтерейместпĕр, _ терĕ Владимир Васильевич. _ Çырмалли вара питĕ нумай. Халăха мĕн пăшăрхантарать _ çавăн çинчен хаçатра çырни усăллă пулĕччĕ».
Кăмăл çĕкленчĕ çак сăмахсем хыççăн, мухтав юрри шăрантарма хăнăхнă журналистсем те çăмăллăн сывласа ячĕç. Хаçатăн кашни номерĕнчех «Журналист шухăшĕ» рубрикăпа çивĕч материалсем пичетленме тытăнчĕç. Çырни ахаль çухалмасть: вулакансем вырăнта вăл е ку çитменлĕхе пĕтерни çинчен пĕлтереççĕ. Шел, ял тăрăхĕн администрацийĕсем хаçатри критика хыççăн мĕнле мера йышăнни çинчен редакцие пĕлтерме çав-çавах манаççĕ-ха. Пирĕн шутпа, çирĕм çул ытла хăйсене хаçатра пĕрре те критиклемен пуçлăхсем халĕ ним тума аптăраса ỹкнĕ: те хуравламалла, те чĕнмесĕр ирттерсе ямалла...
Çынна çапса хуçакан критика мар вĕт-ха, ĕçри çитменлĕхсене кăтартса пани çеç ку. Çитменлĕхсенчен хăтăлса пымалла, вырăнти влаç ĕçĕнчи уççăнлăх ĕçе лайăхлатма пулăшнине асра тытмалла.
Эпир ырă ĕçсене те асăрхасах тăрăпăр, чунтан тăрăшакансене ăшă сăмахпа хавхалантарăпăр. Критика вара, Кĕлпук мучи калашле, «кĕрекене лараймасан та алăк патĕнче те пулин вырăн туптăр». Редакци çитес çул унчченхи «Капкăн кĕтессине» çĕнĕрен чĕртсе тăратас ĕмĕтпе те пурăнать, вулакансем хăйсен шухăшне каласса кĕтет.
Çырăнăр, вулăр «Шăмăршă хыпарне» _ критика ларттарчĕ çивĕч шăлне!
Ив.САЛАНДАЕВ.