Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитмен çамрăксене - тимлĕх

02 декабря 2016 г.

ШĂМĂРШĂРИ полици уйрăмĕ çул çитмен çамрăксемпе ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе полици ĕçченĕсем çитĕнекен ăрăва преступлени тăвасран сыхлас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем тăтăш ирттереççĕ, вĕсемпе право тĕлĕшĕпе консультаци сехечĕсем йĕркелеççĕ. Апла пулин те районта кăçалхи 10 уйăхра çул çитмен çамрăксемпе çыхăннă 3 преступление регистрациленĕ (пĕлтĕр çак хушăра пĕрре те пулман). Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторăн январь-октябрь уйăхĕсенче административлă майпа айăпланнăшăн 40 протокол çырма тивнĕ (пĕлтĕр _ 55). Ашшĕ-амăшĕн тĕлĕшĕпе ачисемпе воспитани ĕçне тивĕçлĕ йĕркелеменшĕн 30 протокол (пĕлтĕр _ 42) çырнă. 

Шел пулин те, кăçал та (пĕлтĕрхи чухлех) çул çитмен çамрăксем обществăлла вырăнсенче эрех ĕçнĕ тĕслĕхсем 7 пулнă, пĕр ачана (пĕлтĕр _ 4) хулиганла пĕчĕк ĕç тунăшăн тытса чарнă.

Кăçалхи октябрĕн 31-мĕшĕ тĕлне 18 çул тултарман 11 çамрăка тĕрĕс çул çине тăма пулăшмашкăн обществăлла воспитатель çумне çирĕплетнĕ. Педагогсемпе депутатсем вĕсемпе тăтăш курнăçса тăраççĕ, воспитанипе çыхăннă калаçусем ирттереççĕ.

Çул çитмен çамрăксене çитĕнтерекен шанчăксăр çемьесемпе те ĕçлетпĕр. Вĕсем районта 13-ĕн шутланса тăраççĕ. Çак çемьесенче 27 ача ỹсет, çавăнпа та пирĕн тимлĕхе çухатма юрамасть. Хамăр ĕçе эпир ытти органсене те явăçтаратпăр, сăмахран, район администрацийĕн опекăпа попечительство, халăха социаллă пулăшу паракан пайсен, ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе профилактика рейдне пĕрле тухса çỹретпĕр. Эпир преступлени тунă е тума пултаракан ачасемпе кăна ĕçлеме тĕллев тытмастпăр, çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлесси те хамăрăн тивĕç тесе шутлатпăр. 

Н.МАЗЯКОВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор, полици капитанĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика