Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх академийĕн пухăвĕ

02 декабря 2016 г.

ИРТНĔ вырсарникун, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш наци библиотекинче Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе искусство академийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Академи ĕçченĕсем инçетри тăрăхсенчен те килсе çитнĕ — Мускавран, Чĕмпĕртен, Тутар, Пушкăрт республикисенчен тата ытти регионсенчен.

 Пухура çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсем, малашнехи тĕллевсем пирки халăх академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин каласа пачĕ. Унта тухса калаçакансем халăх академийĕ чăваш халăхне наукăпа тĕпчев, литературăпа искусство, халăх историĕпе йăли-йĕркине упрас тĕлĕшĕнчен аталантарас тĕллевпе ĕçре çĕнĕ меслетсемпе тата майсемпе усă курма тĕрлĕрен сĕнỹсем пачĕç. Аслă пуху пĕр шухăшлă пулса академи президенчĕн тивĕçне малашне те пурнăçласа пыма Е.Ерагина хăйнех шанчĕ. Çавăн пекех пуху академи президиумĕн çĕнĕ йышне, пай ертỹçисене, шутлавпа тĕрĕслев комиссине суйласа çирĕплетрĕ, çĕнĕ членсене йышăнчĕ. Чи тăрăшуллисене вара академи ятарлă медальпе тата Хисеп хучĕпе чысларĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн районти паллă таврапĕлỹçĕ, Чăваш халăх академийĕн хастарă Герман Ларшни- ков та пур, вăл чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Пуху Чăваш Патшалăх гимнне ура çине тăрса юрланипе вĕçленчĕ.

А.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика