Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çỹп-çапа - çĕнĕ йĕркепе

06 декабря 2016 г.

ХЫТĂ коммуналлă каяшсене (ТКО ) турттарса тăмалли йĕрке улшăннă май, хальхи вăхăтра пурин те «ПрофЭко» ОООпа килĕшỹ тумалла пулать. Çỹп-çапа турттарса кайнăшăн кашни çыннăн пĕр уйăхра 55 тенкĕ тỹлемелле. 14 çултан кĕçĕнрех ачасемпе пĕрремĕш ушкăнри инвалидсенчен укçа илмеççĕ.

«ПрофЭко» ООО çакна палăртать: йывăç турачĕсемпе курăк, строительство каяшĕ, выльăх-чĕрлĕх тислĕкĕ тата тимĕр-тăмăр коммуналлă каяшсен шутне кĕмеççĕ. Вĕсене турттарнăшăн «ПрофЭко» ОООна укçа уйрăммăн тỹлемелле. 

Шăмăршăра çỹп-çапа унчченхи графикпех турттарса тăрĕç. Халлĕхе çỹп-çапа миххе пуçтармалла, малашне кашни урамрах коммуналлă каяшсене хумалли ятарлă вырăн пулĕ.

 «ПрофЭко» ОООпа килĕшỹ тума Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацине çак кунсенчех пыма тăрăшăр. Килĕшỹ туманнисен çỹп-çапне турттарса тăмаççĕ, енчен те вĕсем тавралăха варалаççĕ пулсан пысăк штраф тỹлеттереççĕ.

Н.ДМИТРИЕВ, Шăмăршă ялĕ тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика