06 декабря 2016 г.
ЭКОЛОГИ ыйтăвĕ пирĕн пурнăçра яланах çивĕч тăнă. Район хаçачĕ те вун-вун çул хушши саккунсăр свалкăсемпе, урама тата çырма-çатрана çỹп- çап тăкса тултаракансемпе «çапăçать».
Кăçал кăна çак темăпа хĕрĕхе яхăн статья пичетленнĕ. Вулакансем «Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль çỹп-çапăран тасалса» статьяна уйрăмах ырласа йышăннăччĕ. Ырлани аван-ха, анчах хаçатра çырнă хыççăн çав териех тирпейлĕ пурăнма тытăнтăмăр теме иртерех. Çакна Шăмăршă тĕслĕхĕпе те, районти ытти ялсен сăн-сăпачĕпе те çирĕплетме пулать. Çỹп-çап ăшне путатпăр вĕт капла пурăнсан, ентешĕмсем, тирпей-илем тума хăçан хăнăхса çитĕпĕр?
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура та экологи ыйтăвне манса хăвармарĕ. «Вараланнă территорисене тасатмалла, саккунсăр свалкăсене пĕтермелле. Ку ыйту пысăк хуласемшĕн кăна мар, ялсемпе поселоксемшĕн те актуаллă», _ терĕ Президент.
Унта та кунта тăкса тултарнă çỹп-çап куписене пĕтерес тĕлĕшпе район администрацийĕ сахал мар тăрăшать-ха. Юлашки вăхăтра ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те тирпей пирки ытларах шутлама тытăнчĕç. Çапах та мĕн туни çеç çителĕксĕр, хамăр пурăнакан вырăн илĕртỹллĕ те илемлĕ пултăр тесен çитес çул çанна тавăрсах ĕçлеме тивет. Экологи çулталăкĕнче халăх культури ỹсессе те кĕтетĕп. Кил-çуртра кирлĕ мар япалана, халапри Сармантей пек, урама кăларса ывăтас йăларан хăтăлмаллах тесе шутлатăп.
Халĕччен эпир çỹп-çапа турттарса тăрас тĕлĕшпе «Коммунальник» ОООпа килĕшỹ тăваттăмăр. Шăмăршăри свалка тулса ларнипе, тĕрлĕ тасамарлăха Патăрьелне турттарма тытăнчĕç. Малашне вара Çĕмĕрлери «ПрофЭко» ОООпа килĕшỹ тума тивет. Тулли мар яваплă çак общество хăйĕн транспорчĕпе пирĕн районти çỹп-çапа Шăхасанти свалкăна турттарса тăрĕ. Çулçỹрев кунта çеç те пĕтмĕ _ хытă тасамарлăха уйăрса пайланă хыççăн (хут-картона _ пĕр тĕле, пластик тата кĕленче савăт-сапана _ урăх тĕле) Шупашкарти свалкăнах илсе кайĕç. Çапла вара эпир ĕçсе пушатнă эрех кĕленчи республикăн тĕп хулинех çитсе ỹкĕ.
Унччен çỹп-çап тăмалли контейнерсене мунча милĕкĕнчен пуçласа сысна тислĕкĕ таранах тултарса хунă пулсан, «ПрофЭко» ООО малашне çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерме шантарать. Çавăн пекех консерв банкипе ытти тимĕр-тăмăра, строительство ĕçĕсем хыççăн юлнă каяшсене те тăкма чараççĕ. Çак япаласем валли вăхăтлăха ятарлă вырăн уйăрĕç-ха, анчах вĕсене турттарса кайнăшăн укçине те ытларах тỹлеттереççĕ.
Çырма-çатрана, çул хĕррине, вăрман тăрăхĕсене çỹп-çап тăкакансене малашне пысăк штраф кĕтет. Никам та асăрхамĕ-ха темелле мар. Ваттисем: «Хир куçлă, вăр- ман хăлхаллă», _ теменччĕ-и-ха?
Саккуна пăсмасăр пурăнас тесен, кашни çемьен çывăх кунсенче ял тăрăхĕн администрацине пырса «ПрофЭко» ОООпа килĕшỹ тума тăрăшмалла. Çĕрме пултаракан каяшсене _ выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал тислĕкне, йывăç турачĕ- семпе çумкурăка _ компост купине хурса пахча валли паха удобрени хатĕрле- мелле.
Паян хытă каяшсене тирпейлес тата вырнаçтарас ыйтусем çивĕччине шута илсе, пирĕн республикăра ТБО полигонĕн строительствин икĕ пысăк инвестици проектне хута янă. 2016 çулта Чăваш Ен патшалăх корпорацийĕнчен _ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондран _ каяшсене тирпейлемелли тата тĕп тумалли проект валли кайнă тăкаксен пĕп пайне саплаштарма финанс пулăшăвĕ илнĕ _ фонд 122,4 миллион тенкĕ уйăрнă.
Экологи ыйтăвĕ пирĕн хаçатра çитес çул тĕп темăсенчен пĕри пулмаллине шута илсе, редакци вулакансенчен те пулăшу кĕтет. Çỹп-çап тăкса тултарнă вырăнсене _ саккунсăр свалкăсене _ асăрхасан тỹрех пирĕн редакцие пĕлтерме тăрăшăр. Сăнỹкерчĕк пулсан тата та аванрах. Çапла пĕрлехи вăйпа çырма-çатрана, çул хĕррине, вăрман тăрăхĕсене çỹп-çапран тасатма май килĕччĕ. Тавралăха варалакансен ячĕсене хаçатра çырса пичетлени те хăйĕн уссине кỹрĕ. Ку тĕлĕшпе «Намăс хăми» уçма та шухăш пур.
Унчченхи ырă йăлана малалла тăсса, редакци район территорийĕнчи çăлкуçсен тасалăхĕшĕн те тăрăшĕ. Чăн малтан, ял тăрăхĕсен çырмисенче тапса тăракан çăлкуçсене шута илĕпĕр, вĕсене тирпейлесе пура ăшне илес ыйтăва халăх хушшинче çивĕч çĕклĕпĕр. Çынсем пирĕн шухăша ырласа йышăнасса, экологи субботникĕсемпе воскресникĕсене ватти-вĕтти хутшăнасса шанса тăратпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.