Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçа пĕлмен вĕсем

06 декабря 2016 г.

1958 çулхи февральте КПСС Тĕп Комитечĕн Пленумĕнче МТС тытăмĕнчи тракторсене, кăкарса ĕçлемелли агрегатсемпе ытти ялхуçалăх техникине колхозсене уйăрса парас ыйтăва пăхса тухнă, МТСсем вырăнне юсав станцийĕсем йĕркелеме палăртнă. Пĕр енчен çакă колхозсен пурлăх никĕсне çĕнетме те пулăшнă, техникăпа туллин усă курма май панă. Тепĕр енчен, çĕр çинче пĕр хуçа пулмалла. Çавна май налук тỹлес ыйтусем те çăмăлланнă.

МТС техникине куçарас ĕçре, паллах, йывăрлăхсем те пулман мар. Чи малтанах вĕсене упрамалли вырăнсем тумалла пулнă.

Тепĕр йывăрлăх та пулнă: çунтармалли-сĕрмелли материалсене кỹрсе килме ятарлă техника пулман. Вĕсене ирĕксĕрех бортлă автомашинăсемпе турттарма тивнĕ. Ятарлă цистернăсем вырăнне _ тимĕр пичкесем.

1960 çулта Шăмăршăра Канашри нефть базин филиалне уçнă. Çакă, тỹрех каламалла, колхозсене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерессине сисĕнмеллех лайăхлатнă. Çав çулсемшĕн ятарлă ГАЗ-51 автомашинăсем уйăрса пани те _ пысăк пулăм. Вĕсемпе ĕçлекен водительсем канăçа пĕлмен тесен те юрать. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр рейса тухма тивнĕ вĕсен. Камсем пулнă-ха вĕсем? Паян çакă паллă. Эппин, вĕсене асăнса хăварни те ытлашши пулмĕ тетĕп: И.Борзов, И.Васильев, М.Айнетдинов (Асанкасси), В.Ермолаев, Н.Тютин, Н.Чернов, Б.Тутаев (Пăчăрлă Пашьел), Л.Тимербулатов, А.Торойкин, Н.Ерискин, Ю.Албутов, Н.Малеев (Кивĕ Чукал), Н.Ильичев, И.Андреев, Г.Аксенов, Н.Николаев, В.Симурзин, Н.Улюков (Чукал), Г.Соболев (Улмаллă), В.Кудряшов, П.Шамеев (Çĕнĕ Шăмăршă), Н.Львов (Карапай Шăмăршă), И.Кузьмин, М.Егоров, П.Еремеев, И.Кудряшов, Ю.Осипов (Васан, Кивĕ Шăмăршă, Ярăслав), Р.Валиуллов, Х.Алимов (Палтиел), Н.Морозов (Патирек), В.Поляков, А.Брусов, И.Воробьев, В.Еремеев (Чаткас), В.Петров, В.Мресов (Пуянкасси), А.Терентьев (Виçпỹрт Шăмăршă).

Çак тапхăрта уй-хирте ĕçлекен техникăна çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерме лаша лавĕсемпе те усă курма тивнĕ.

Çулсем иртнĕçемĕн районти колхозсенче техникăна юсамалли тата упрамалли мастерскойсемпе гаражсем тума вăй çитернĕ, кỹрсе килнĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсене упрама ятарлă складсем уçнă. Техника паркĕсене кадрсемпе тивĕçтерес ыйту та тĕп тимлĕхре пулнă. Шăмăршăра техника хатĕрĕсене ç у н т а р м а л л и - с ĕ р м е л л и материалсемпе тивĕçтерес ĕçре В.Павлов, П.Павлова, Н.Кудряшов, Р.Кудряшова, Н.Буянкин канăçа пĕлмесĕр тăрăшнă.

Каярахпа хуçалăхсене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе «Сельхозтехника» уйрăмĕн водителĕсем те пулăшнă. Вĕсем тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ М.Садеев, М.Вашуркин, В.Дудкин, С.Егоров, Н.Лукьянов, В.Артемьев.

М.ЗАХАРОВ, таврапĕлỹçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика