Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр пур-и, Кĕркури?

09 декабря 2016 г.

Йĕлтĕр пур-и, Кĕркури?

АЧАЛĂХ çулĕсем! Пирĕн ăру нушине нумай курчĕ пулин те, ырă самантсем ытларах асра юлнă. Акă, малтанхи юр ỹкессе епле хавхаланса кĕтетчĕ ача-пăча! Çырмара пăр шăнни те пирĕншĕн пысăк уяв пекех пулнă. Атте ăсталанă йывăç конькипе те, лавккаран туяннă «снегурочкăпа» та хăлхасем хĕп-хĕрлĕ пуличченех ярăннă.

«Йĕлме йĕлтĕр чĕлтĕр-чĕлтĕр,

Шуса тухрăмăр хире»,

_ çак сăвва пĕлмен ача пулнă-ши пирĕн вăхăтра? Йĕлтĕрĕ те хăмаран тунăскер çеç-ха, патакки те _ йăмран хулăнрах хулли, анчах пирĕншĕн йĕлтĕрпе ярăнасси, чăнкă çыранран ăмăртмалла сикесси пысăк савăнăç пулнă. 

Каярахпа атте лавкка йĕлтĕрне, бамбук патаксемпе пĕрле, туянса панăччĕ. Çемьере ултă ача та, икĕ мăшăр йĕлтĕре черетпе сырнă.

Хĕл кунĕнче никам та килте ларман: кам _ йĕлтĕрпе, кам _ конькипе, кам _ çунашкапа е тенкелпе ярăннă. Ун чух ача та нумайччĕ те, пĕтĕм ял кĕрлесе- шавласа çеç тăратчĕ.

Александр Сергеевич Пушкин çырнă çак йĕркесем асăма килеççĕ:

«Шалун уж заморозил пальчик,

Ему и больно, и смешно.

А мать грозит ему в окно».

ИРТНИНЧЕН паянхи пурнăçа таврăнар-ха. Пур çĕрте те куçа илĕртсе шап-шурă юр вырать. Шел, йытă йĕрĕсемсĕр пуçне юр çинче урăх йĕр кураймăн. Ăçта эсир, йĕлтĕрлĕ, çуналлă, конькиллĕ ачасем? Канмалли кунсенче ялта никам та пурăнман пекех вĕт-ха, унчченхи пек çуна кỹлнĕ лаша та кураймăн.

_ Ачасем пурте компьютер е телевизор умĕнче, _ терĕç мана пĕр ялта. _ Халĕ вĕсене урама хăваласа та кăлараймăн!

Шăмăршă вăрманĕнче те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнисем курăнмарĕç. Темиçе çул каялла вара ватти те, вĕтти те килте ларман, хĕллехи уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа, вăрман илемĕпе киленсе савăннă.

 Тухтăрсем пире _ çитĕннисене, уйрăмах вара ачасене _ уçă сывлăшра, çутçанталăк ытамĕнче ытларах пулма сĕнеççĕ. «Спорт _ çирĕп сывлăх çăлкуçĕ», _ тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Ашшĕ- амăшĕн компьютер умĕнче пăчăхса ларакан ачисене те спорта юратма вĕрентмелле. Районта «Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемйи» юхăм çав-çавах анлăн сарăлаймарĕ-ха. Кашни çулах пĕр çынсемех йĕлтĕр йĕрĕ çине тăраççĕ, вĕсен тĕслĕхĕпе спорт енне туртăнакансем нумай мар.

Çак кунсенче эпĕ район центрĕнче журналист тĕпчевĕ ирттертĕм: килте камăн йĕлтĕр пур? Çĕр çынран тăххăрăшĕ çеç вăрăм йĕлтĕр, вуниккĕшĕ кăна ача йĕлтĕрĕ пурри çинчен пĕлтерчĕç.

 _ Йĕлтĕр çине хăçан тăнине те маннă ĕнтĕ, _ кула-кула хуравларĕ чылайăшĕ ман ыйту çине. Хĕрĕхри-хĕрĕх пиллĕкри арçынсемпе хĕрарăмсем хĕллехи спорта юратманни хытă пăшăрхантарать. Кунта вĕсен ачисем мĕншĕн йĕлтĕр çине тăманнин сăлтавне шырама кирлех-ши? «Улми йывăççинчен аякка ỹкмест», _ теменччĕ-и-ха шур сухаллă асаттесем? 

Юрать-ха, шкулти физкультура урокĕнче йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Канмалли кун та, каникул вăхăтĕнче те ачасем йĕлтĕр сырма тăрăшмаççĕ. Тен, çавăнпах пулĕ чирлĕ ачасен йышĕ çултан çулах ỹссе пырать, çакна учительсем те пăшăрханса палăртаççĕ. 

Çулленех иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва районĕпе икĕ пин ытла çын хутшăннă тесе пĕлтеретпĕр пулин те, тĕрĕс цифрăсем кунтан пĕчĕкрех. Кама улталатпăр-ши, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем?

 Шăмăршăра та, ялсенче те çунапа ярăнакансем сахал, тăвайкки мĕнне те манса кайрăмăр ĕнтĕ. Тахçан хĕрĕх-аллă çунапа ярăннă вĕт-ха, хĕллехи ăмăртусем пĕр-пĕрин хушшинче туслăха çирĕплетме те пулăшнă. 

Психологсем çирĕплетнĕ тăрăх спорта юратакан ачасем, компьютер умĕнче вăхăта ирттерекеннисемпе танлаштарсан, туслăха ытларах хисеплеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшас туйăм та вăйлăрах аталанать. 

ЫРАН _ спорт уявĕ, Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хырлăх йĕлтĕрçĕсене ырă сунса кĕтет. Çак кун районти шкулсемпе темиçе учрежденишĕн çеç мар, кашни çыншăн чăн-чăн уяв пултăрччĕ. Кам хăвăртрах чупса тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ мар, йĕлтĕр йĕрĕ çине çĕр-çĕр çын тăни хаклă. Хĕллехи сезона уçакан ăмăртăва кăçал çемйипех хутшăнакансем ытларах пуласса шанас килет. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика