Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полици сотрудникĕсем - шкулта

09 декабря 2016 г.

ШКУЛ ачисене наркотик тата психотроплă хутăшсенчен хỹтĕлес тĕллевпе полици сотрудникĕсем шкулсенче час-часах пулаççĕ. Çапла вĕсем нумаях пулмасть Шăмăршăри вăтам шкулта пулчĕç, ачасемпе тĕл пулса наркотиксен сиенĕ çинчен калаçу ирттерчĕç. Наркотиксемпе усă курнăшăн е упранăшăн саккун умĕнче уголовлă явап тытма тивни пирки те витĕмлĕ, пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе, каларĕç. 

Çавăн пекех класс руководителĕсене те сĕнỹсем пулчĕç. Сăмахран, «класс сехечĕсенче» наркотике хирĕçле воспитани урокĕсем ирттересси, аслă класра вĕренекен ачасене тимлĕх ытларах уйăрасси.

 Шкул ачисем кĕсье телефонĕсене çухатнă тĕслĕхсем те час-часах тĕл пулаççĕ. Çавна май шкул руководствипе вĕсене уроксем пынă вăхăтра упрама май туса памалли çинчен те калаçу пулчĕ. Ашшĕ-амăшне вара ачисем валли йỹнĕрех телефон туянма сĕнетпĕр.

Полици ĕçченĕсем шкул ачисене обществăлла вырăнсенче яланах йĕркене çирĕп пăхăнса тăма аса илтеретпĕр.

В.ДИМИТРИЕВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ, полици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика