Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле канма хаваслăрах

09 декабря 2016 г.

ПЕДАГОГĂН ĕçĕ йывăр та пархатарлă. Ачасемпе ĕçлесе ывăннă хыççăн ăна кану кирлех. Канма вара вĕрентекенсемпе воспитательсем коллективпа юратаççĕ. Çавна шута илсе районти кашни шкултах, садикрех профсоюз организацийĕ йĕркеленĕ. Çакнашкал пуçламăш профсоюз организацийĕсем районти вĕрентỹ тытăмĕнче _ 20. 

Мĕнле ĕçсем туса ирттеретпĕр-ха эпир? Чăн малтан, уявсем илемлĕ ирттересси, çавра юбилейсене паллă тăвасси, спорт ăмăртăвĕсенче савăнасси. Кунта эпир тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ педагогика ветеранĕсене те яланах йыхравлатпăр. Уйрăмах Пĕлỹ кунĕпе Учитель кунне тимлĕхре тытатпăр. Юлашки çулсенче октябрĕн 5-мĕш кунне районти пур учительсемпе пĕрле Культура Керменĕнче уявлатпăр, тивĕçлисене Хисеп грамотипе чыслатпăр, юрă-ташă ăстисен концертне курса киленетпĕр. Кану пурне те пĕрлештерет, кăмăла çĕклет. 

Право тата ĕç условийĕсемпе çыхăннă ыйтусене те республикăри профсоюз комитечĕн ĕçченĕсене чĕнсе илсе уçăмлататпăр. Уйрăмах штат кĕскетнипе иртерех пенсие тухма тивекенсене пулăшма тăрăшатпăр _ вĕсен проблемисене пуринчен те çывăха хуратпăр.

 Пирĕн ĕçре профсоюз лидерĕсем питех те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем пур мероприятире те хастар, пуçаруллă, ыттисене хавхалантарса тăраççĕ. Çаксенчен хăшне-пĕрне асăнса хăварас килет. Акă Палтиелĕнчи вăтам шкулта Т.Константинова учитель çирĕм çул ытла шкулти профсоюз коллективне ертсе пырать. Ывăнма пĕлмесĕр туртса пырать Татьяна Петровна çак обществăлла ĕçе. Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти Е.Петькова, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Л.Юнкерова та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Шăмăршăри вăтам шкулти Е.Убасева епле маттур тата! Ăна пирĕн пысăк кол- лектив çак тивĕçе çамрăклах шанса пачĕ. Елена Викторовна 9-мĕш çул ĕнтĕ спортра та, культурăллă мероприятисенче те хăйĕн активлăхĕпе пурне те хавхалантарса тăрать. Ача сачĕсенчен профсоюз организацийĕсен çак ертỹçисене ырламасăр хăвараймастăп: Р.Козлова («Василек»), А.Еремеева («Чебурашка»), Е.Петрова («Ромашка»), А.Краснова («Сказка»). 

Сывлăха тĕреклетес енĕпе эпир кашни çулах вĕрентỹ ĕçĕнчи профсоюз организацийĕсен Спартакиадине хутшăнатпăр. Акă ноябрь уйăхĕнче районти учительсемпе баскетбол ăмăртăвĕ йĕркелесе ирттертĕмĕр. Çак кунсенче теннис вăййине ирттерме хатĕрленетпĕр. Çавăн пекех хĕл кунĕсенче йĕлтĕрпе ярăнасшăн, çуркунне шашкăлла вылясшăн, бассейнра ишесшĕн. Волейбол, чупу та пулĕ. Çак вăйăсене ирттерме пире Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен физкультура учителĕсем _ С.Хафизовпа М.Яковлев _ пулăшаççĕ. Июнь уйăхĕнче, вĕренỹ çулĕ вĕçленсен, вăрман уçланкинче туристсен слетне пухăнма ĕмĕтленетпĕр.

 Çапла канатпăр вĕренỹрен пушă вăхăтра. Коллективра чи кирли _ тăнăçлăх, пĕрне-пĕри ăнланни, пĕр тĕллевпе килĕштерсе ĕçлени. Çапла пулсан кăна ĕçе хаваспа çỹретĕн, киле те тулли кăмăлпа таврăнатăн. Çитĕнỹсем те пĕрин хыççăн тепри хутшăнсах тăраççĕ. Çакă вара пурне те савăнтарать.

С.ЖИЛКИНА, районти вĕрентỹ тытăмĕн ĕçченĕсен профсоюз организацийĕсен председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика