Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе - сывлăх çулĕпе

13 декабря 2016 г.

Йĕлтĕрпе - сывлăх çулĕпе

ШĂМĂРШĂ ялĕ çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче районти чи вăйлă спортсменсене курнă. Ылтăн кĕркунне сап-сарă çулçă тăкăннă сукмакпа çăмăл атлетсем чупса ăмăртнă, хĕл кунĕсенче вара яштака хырсемпе чăрăшсем хушшинчи йĕлтĕр йĕрĕ çине вун-вун çын тăнă.

Çулсем иртрĕç, района ертсе пыракансем те улшăнчĕç, апла пулин те ырă йăла упранса юлчĕ. Шел, темиçе çул каяллахи пек çĕр-çĕр çын хутшăнмасть халь спорт ăмăртăвĕсене, апла пулин те иртнĕ шăматкун хырлăхра йĕлтĕр сыракансем сахал марччĕ. Хĕллехи сезон уçăлнă ятпа ирттерекен йĕлтĕрçĕсен эстафетине шкулсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе учрежденисен командисем килнĕ.

Ăмăрту пуçланас умĕн эпĕ темиçе çынпа курса калаçрăм.

Геннадий ЧУГУНОВ, Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

_ Эпир эстафета ăмăртăвне тулли командăпа килтĕмĕр. Сергей Лукьянов, Павел Храмов, Светлана Симурзина тата Ирина Макеева пирĕн ял тăрăхĕн чысне тỹрĕ кăмăлпа хỹтĕлессе çирĕп шанатăп. 

Борис ВОРОБЬЕВ, Шăмăршă лесничествинчи инженер, команда капитанĕ:

 _ Пирĕн командăра _ Ильнар Хамдеев лесник, лесничие пулăшаканĕ Владимир Чернов, вăрман ĕрчетекен инженер Оксана Дорофеева тата Татьяна Столярова бухгалтер. Чи хакли çĕнтерни мар, ăмăртăва хутшăнса сывлăха тĕреклетни. Акă, эпĕ утмăл пиллĕке çитсе пыра- тăп пулин те кашни канмалли кунах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăратăп. 

Петр ИЛЬДЯКОВ, Кивĕ Чукал ялĕнчи спорт ветеранĕ:

_ Эпĕ районта иртекен пĕр ăмăртуран та юлман пулĕ, малашне те спортпа туслă пуласчĕ-ха. Ачасем тата тăвансем йĕркеленипе, кашни çулах ялта ман ятпа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртет. Куçса çỹрекен Кубок та паратпăр. Паян манпа пĕрле Елизавета Борзова, Ирина Малеева тата Сергей Борзов та йĕлтĕр çине тăраççĕ. Çамрăксем хĕллехи спорта юратнишĕн чунтан савăнатпăр.

Валерий ЮМАНОВ, Асанкассинчи фермер, Афган вăрçин ветеранĕ:

 _ Ура ыратнипе, паян хам йĕлтĕр сырмастăп. Апла пулин те Юмановсен çемйин чысне манăн хĕрсем _ 11 класра вĕренекен Маисăпа 9 класа çỹрекен Надя хỹтĕлеççĕ. 

Егор СЕТРИВАНОВ, ĕç ветеранĕ, Шăмăршă ялĕ:

_ Паянхи эстафетăра манăн мăнук _ Шăмăршăри вăтам шкулăн 7 класĕнче вĕренекен Елена Мердеева та чупать. Уншăн «чирлеме» килтĕм. Эпĕ _ утмăл улттăра, пурнăç тăрăшшĕпех спорт тусĕ пулнă. Йĕлтĕрпе чупса район чысне Шупашкарта та хỹтĕленĕ. Мăшăрăм та,ачасем те, халĕ вара мăнуксем те йĕлтĕр спортне юратаççĕ. 

ХĔЛЛЕХИ спорт сезонне уçма хатĕрленсе, трассăна лайăх якатнă. «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕсем 4000 тата 2017 метр тăрăшшĕ (çывхарса килекен çула чысласа) йĕлтĕр йĕрĕ хывнă. Вăрманта çеç мар, Шăмăршăри ипподром çывăхĕнче те трасса уçнă, каçхине вĕсене çутатса тăраççĕ. Шăмăршăра вăтам шкул çумĕнчи йĕлтĕр йĕрĕ те кашни кунах ватти-вĕттине кĕтет. 

Спорт уявне саламлă сăмахпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов уçрĕ, пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тата хĕллехи спорта чунтан юратма ырă сунчĕ.

 Йĕлтĕрçĕсене район пуçлăхĕ Менир Хамдеев та хавхалантарчĕ: çакăн пек илемлĕ те асамлă вăрманта, ытарма çук хитре хĕллехи кун çанталăк хăй йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма чĕнет вĕт-ха! 

Чăн малтан старта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен, унтан _ вăтам шкулсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен командисем тăчĕç. Тĕп шкулсемпе вăтам шкулсен командисем хушшинче (9 класс таран) Шăмăршă шкулĕн команди _ пĕрремĕш, Анат Чаткас шкулĕ _ иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕн иккĕмĕш команди _ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

 Вăтам шкулсен командин йышĕнче эстафетăна чăн малтан Шăмăршă шкулĕн йĕлтĕрçисем тухрĕç, Карапай Шăмăршăпа Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта.

Ял тăрăхĕсен командисен ăмăртăвĕ те çивĕч иртрĕ. Кĕтнĕ пекех, Анат Чаткас команди _ пĕрремĕш, Шăмăршă команди _ иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă команди _ виççĕмĕш вырăна йышăнма пултарчĕç.

 Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен командисем хушшинче те Шăмăршăри вăтам шкул учителĕсемпе пĕрлешнĕ «Эдельвейс» кафе команди мала тухрĕ. Шăмăршă район администрацийĕн туслă команди _ иккĕмĕш вырăнта. Подстанципе «Ромашка» ача сачĕн пĕрлешнĕ команди тивĕçлипех виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 

Малти вырăнсене тухнă к о м а н д ă с е н е Хисеп грамотипе тата пылак парнепе чыслани те савăнăç кỹчĕ. Сезон уçăлчĕ, спорт тусĕсене çĕнĕ ăмăртусем кĕтеççĕ. Спорт уявĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ конькипе ярăнма часах «Туслăх» ФСК картишĕнче хальхи пурнăç ы й т ă в ĕ с е н е тивĕçтерекен пластмасса коробка вырнаçтарасси çинчен пĕлтерни, Шăмăршăра, Васанта, Чукалта, Карапай Шăмăршăра тата Пăчăрлă Пашьелĕнче хоккей коробкисем уçăлни çинчен калани пурне те савăнтарчĕ. Хоккей коробкине çывăх кунсенче Патирекре те тума палăртнă. 

Тепĕр савăнăç та пур: Шăмăршăри Культура керменĕнчи темиçе çул хушши усă курман спорт залне кăçал çамрăксене панă. Кунта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме майсем çителĕклĕ. 

Район администрацийĕ массăллă спорта аталантарассишĕн пĕтĕм чунтан тăрăшнă чухне мĕншĕн килте пăчăхса лармалла-ха? Урама, уçă сывлăша чĕнетпĕр сире, ентешсем! Йĕлтĕрпе е конькипе _ чупар-ха сывлăх çулĕпе!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика