Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам хуçа? Çынсем е …

13 декабря 2016 г.

ЮЛАШКИ вăхăтра Шăмăршă урамĕпе çỹреме хăрушă пула пуçларĕ. Мĕншĕн тесе ыйтсан, пурте хурав пама пултарĕç.

Урам тăрăх тăватă ураллă «туссем» чупса çỹреме пуçларĕç. Çанталăкĕ сивĕтрĕ, анчах та йытăсемшĕн ку сивĕсем хăрушă мар. Вĕсем кĕтĕвĕпе чупса çỹреççĕ. Ачасене кăна мар, аслисене те хăратаççĕ. Кунта, паллах, чĕрчунсем айăплă мар, кашни йыттăн хуçи пур. Пирĕн килте кам хуçа: эпир е йытăсем?

 Тăванăмăрсем, килти выльăх килтех пулмалла. Вĕсем кил-картине сыхлакансем шутланса тăраççĕ. Апла пулсан вĕсене ирĕкре çỹретмелле мар. Йĕри-тавра пăхкаласан кам та пулин кỹршĕ йыттине палласа илĕ, çавăнпа та ăна тăватă ураллă хам-хама мĕнле усрамалли пирки каласа ăнлантарăр.

 Теприсем тата: «Пирĕн ачасем çук», _ тесе алă сулакансем те пур. Паллах, ачасем пулмасан, мăнуксем пулĕç, мăнуксем пулмасан... 

Нумаях пулмасть пĕр пĕлĕшĕмпе çак ыйтăва хускатрăм. Нумай шутласа тăнă хыççăн вăл мана: «Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пур, вăл ку ыйтупа хăех ĕçлетĕр», - тесе хуравларĕ. Çук, ку ыйтăва пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кăна татса параймĕ. Пурте хамăртан килет. Мĕншĕн килти чĕрчуна кăкарса усрамалла мар? Пуриншĕн те эпир хамăрайăплă, ялан çын çине ярса тăрар мар. 

«Пĕр çын сурать _ типсе пырать, 100 çын сурать _ кỹлĕ пулать», _ ваттисен каларăшне яланах асра тытса, халăхпа пĕрле кар тăрса çак кăтăкăс ыйтăва татса парар. 

А.ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика