13 декабря 2016 г.
ТЕН, паянхи пурнăçра «çыру» сăмах кивелнисен _ архаизм _ шутне те кĕчĕ пуль. Халĕ çыру çырса аппаланмаççĕ, кĕсье телефонĕпе таçта аякра пурăнакан тăванупа та калаçма пулать. Уявсенче СМС-салам çеç яраççĕ. Пурте тенĕ пекех пĕр калăппа (шаблон) саламлаççĕ: «Çирĕп сывлăх, телей, юрату сунатăп».
Çапах та икĕ-виçĕ страницăллă çыру асăма килет-килетех. Тăвансене те, салтак ачине те, туссене те саламлă çырупа савăнтараттăмăр. Çыру мар _ литература хайлавĕ тейĕн тепĕр чух; кашни йĕрки чун ăшшипе, пĕр-пĕрне ырă суннипе ялтăраса-çиçсе тăнăн туйăнатчĕ. Хам пата ятлă-сумлă писательсемпе поэтсем, журналистсем çырнă хăшпĕр çырăва халĕ те упратăп-ха. Вулатăн та, хăйсемпе юнашар ларса калаçнă пекех.
_ Халĕ çыру çỹретекен çукпа пĕрех, учрежденисемпе организацисен ĕçлĕ çырăвĕсене çеç валеçетпĕр, _ теççĕ почтальонсем. Темиçе çул каялла кашни кунах ял тăрăх хĕрĕх-аллă е унтан та ытларах çыру валеçсе çỹренине аса илеççĕ. Уявсенче хитре открыткăсемпе пĕтĕм яла савăнтарнă.
Халĕ почтальон хутаçĕнче конвертпа открытка мар, кĕпе çумали порошокпа тип çу кĕленчи е ытти тавар. Хаçат-журнал та сахал çырăнаççĕ. Почтальонсем, Хĕл Мучипе Юрпике пек, килтен киле çимелли те ĕçмелли валеçсе çỹреççĕ.
Хитре открытка халĕ дефицит мар, туянакан çеç çук. Чун ăшшиллĕ йĕркесем вырăнне СМС-саламсем ярасси çирĕп йăлана кĕчĕ.
Манпа килĕшме те, килĕшмесен те пултарĕç _ çапах та эпĕ почтальонăн чăн малтан сутуçă мар, çынна савăнăç валеçекенĕ пулмалла тесе шутлатăп.
Вăтăр çула яхăн çыхăну уйрăмĕнче ĕçленĕ пĕр хĕрарăм каласа пани халĕ те чуна хумхантарать. Вĕсен ялĕнче пĕр пĕччен карчăк пурăннă, упăшки Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман.
Салтак арăмĕ савнă мăшăрĕ вăрçăра вилнине ĕненмен, шавах унтан çыру кĕтнĕ. Почтăра ĕçлекенсем хăйсен укçипе открытка туянса пĕччен карчăка уявсенче саламланă. Салам айне «Çар комиссариачĕ» тесе çырнă.
«Манăн Миттюк вилмен, таçти госпитальте выртать. Çар комиссариачĕ мана ахальтен саламламĕччĕ», _ кашни çыру илмессерен савăннă салтак арăмĕ. Мĕн виличченех вăл упăшки киле таврăнасса шанса пурăннă.
Çынлăх, чунлăх, ырă кăмăллăх... Шел, çак паха енсем паян пысăк дефицита çаврăнчĕç. Ĕмĕр тăрăшшĕпе тăван колхоз уй-хирĕнче суха тунă, фермăра çулталăкĕпех ураран резина атă хывайман ветерансене юбилей е уяв ячĕпе саламлама та вунă тенкĕ укçа шеллетпĕр.
Вăрман хуçалăхĕнче, промышленноç комбинатĕнче, кирпĕч заводĕнче, пекарьнăра, суту-илỹре, халăха вĕрентес ĕçре, сывлăх сыхлавĕнче чунтан тăрăшса вăй хунисем те манăçа юлаççĕ. Вĕсене чыслама Грамота е медаль тупаймастпăр пулсан, открыткăпа е çырупа саламлама мĕн чăрмантарать-ха?
ÇĔНĔ ÇУЛ уявĕ çывхарать. Атьăр-ха пĕрле ĕçлекенсене, ветерансене, тăвансене саламласа ырлăх-сывлăх сунар. Кĕсье телефонĕпе мар, çырупа е открыткăпа чунĕсене савăнтарар. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ те салам йĕркисем валли вырăн шеллемест. Кĕрсе тухăр, калаçăр, журналистсем сире пулăшма яланах хапăл.
Çывăхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе, хаклăран та хаклă, çывăхран та çывăх, ырăран та ырă ентешĕмсем!
Ив.САЛАНДАЕВ.