16 декабря 2016 г.
2016 çул та сисĕнмесĕрех вĕçленсе пырать. Раççейре ăна _ Кино, Чăваш Енре _ Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Декабрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр керменĕнче Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине, Раççейре _ Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнине халалланă уяв иртрĕ.
Чăннипе те питĕ пысăк пулăм. Мероприятие тĕплĕн хатĕрленни тỹрех паллă.
Раççей Президенчĕ В.Путин ку çулталăка кино искусствипе çыхăнтарма сĕннĕ. Чăваш Енре те çак енĕпе сахал мар ырă ĕçсем пулса иртнĕ. Сăмахран, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче çĕнĕ кинозал уçăлнă. М.Игнатьев уява пухăннисене республикăра тата виçĕ районта çакнашкал кинозал уçăласси пирки пĕлтерчĕ, кинофильмсем чунра ырă туйăмсем вăратнине аса илчĕ.
Уява Мускавран килсе çитнĕ хаклă хăна та _ Раççей халăх артисчĕ Александр Михайлов («Любовь и голуби» фильмри тĕп сăнарĕсенчен пĕри) _ хăйĕн сăмахĕнче çак шухăша малалла тăсрĕ:
_ Раççей кинематографĕн, уйрăмах совет тапхăрĕнчи фильмсен, ырă енĕ _ вĕсем чун ăшшипе тулни. Астăватăп: «Мужики» фильм кăтартнă хыççăн мĕн чухлĕ çыру килнĕччĕ! Вĕсене вуласа пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрнăччĕ: фильма пăхнă май саланнă 100-е яхăн çемье çĕнĕрен чăмăртаннă! Çакă мар-и искусствăн чăн витĕмĕ? «Любовь и голуби» экран çине тухни 30 çул çитрĕ пулин те, паянта куракансене килĕшме пăрахмасть вăл.
Эпир, ачаранах «Мужики», «Любовь и голуби» киносене курса ỹснĕскерсем, мероприятире Александр Михайлова курма тивĕçлĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл вылянă рольсене юратман çын çук та пуль. Хăй пур енчен те талантлă çын пулнине Шупашкарти сцена çинче тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Александр Яковлевич юрласа панă «Сын» юрă та, Р.Рождественскийĕн «Маленький человек» сăвви те хăйне майлă хитрен илтĕнчĕ. «Хăвăрăн халăхăра, йăхăрсене, халăхăн культурине нихăçан та ан манăр. Ачăрсене çаплах вĕрентсе пырсан тăван халăхăн культури йăхран-йăха, ламран-лама куçса пырĕ», _ тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Александр Михайлов.
Чăваш Ен яланах ĕçченлĕхпе палăрнă, ĕç çынни яланах хисепре пулнă. Çавăнпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула ĕçпе çыхăнтарнă та. Çулталăка пĕтĕмлетсе республика ертỹçи çапла палăртрĕ:
_ Тар тухиччен ĕçлекен çын Тăван çĕршывне юратать, ашшĕ-амăшне хисеплет, пуласлăхшăн тăрăшать. Хăй суйланă профессире вуншар çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен çынсем çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Эпир вĕсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр.
Михаил Васильевич тĕрлĕ тытăмра пултарулăхпа палăрнă ĕçченсене сцена çинче тĕрлĕ наградăпа чысларĕ. Раççейре 2017 çула Экологи çулĕ тесе пĕлтернĕ май М.Игнатьев пурне те çут çанталăк тасалăхĕшĕн кĕрешме, пĕрлех чунпа та тасалса пыма чĕнсе каларĕ.
Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ çинчен пĕлтернине халăх вырăнлă, вăхăтлă тесе йышăнать. Уйрăмах демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласса шанатпăр.
_ Йăхран йăха куçакан ăс-хакăл культурине нимĕнле укçапа та мар, атте-анне вĕрентсе-хăнăхтарса пынипе кăна сыхласа хăварайăпăр. Ашшĕ-амăшне ачăрсене тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе Раççей Федерацийĕшĕн кирлĕ çын туса ỹстернĕшĕн тав тăватăп, _ терĕ М.Игнатьев Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕн тĕп тĕллевне уçнă май.
Чăваш Енри Хĕрарăмсен Канашĕн ертỹçи Ольга Зайцева республикăра çемьене упрас, çитĕнекен ăрăва сывлăхлă та ăслă-пултаруллă çитĕнтерес тĕллевпе чылай ĕç ăнăçлă пурнăçланса пыни çинчен каларĕ, çитес çул кун пек проектсем тата та ытларах хута каясса шаннине пĕлтерчĕ.
Çавăн пекех республикăри Ашшĕсен Канашĕн ертỹçи Владимир Викторов та тухса калаçрĕ, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулне ырласа йышăнни çинчен пĕлтерчĕ.
Чаплă мероприятие пирĕн районтан та йышлăн хутшăннă. Вĕсен шутĕнче район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов. Нумай ачаллă çемьесем пулни те савăнтарать. Акă Ярăслав ялĕнче пурăнакан 5 ачаллă Тихоновсен çемйи. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те пултаруллă çитĕнесси никама та иккĕлентермест пулĕ. Мĕн чухлĕ ача нумайрах _ çавăн чухлĕ çемье тĕреклĕрех. Çавăн пекех Шăмăршăра пурăнакан 3 ачаллă Цыгановсем те çитес çул вĕсемшĕн татах та ăнăçлăрах пуласса шанаççĕ. Палтиелĕнчи Долговсен туслă çемйи те районта ырă ĕçĕсемпе паллă, вĕсем те çак уявра пулма тивĕçнĕ.
Чаплă мероприятие ачасем юрă-ташăпа илем кỹрсе тăчĕç. Çĕршывĕпех паллă «Премьер-министр» эстрада ансамблĕ уяв программине татах та пуянлатрĕ, пухăннисене хавас кăмăл парнелерĕ.
А.ЛАРШНИКОВА.