Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пулчĕ сире, Патирек, Асанкасси… Мĕншĕн илтĕнмест ача сасси?

16 декабря 2016 г.

«Искра » ялхуçалăх предприятийĕн ертỹçи Менир Хамдеев ялта хоккей коробки тăвасси çинчен пĕлтерчĕ.

_ Йывăç материалсем хатĕрлеме тытăнтăмăр ĕнтĕ, _ терĕ Менир Хасянзяно- вич. _ Ял ачисем валли пиртен парне пултăрччĕ тетпĕр.

Коробки пулĕ-ха, анчах ĕмĕрĕпех çĕр çинче ĕçленĕ çынна малашне хоккейла кам вылясси шухăшлаттарать. Ялта ачасем сахал çуралаççĕ, çамрăксем çуккипе туйсем те сайра-хутра çеç кĕрлеççĕ. Ялти тĕп шкулăн шăпи те иккĕллĕ: 35 ача çеç пĕлỹ илекен икĕ хутлă вĕренỹ учрежденине малашне упраса хăварма май килĕ-ши?

Патирекре кăçал миçе ача çут тĕнчене килнине районти ЗАГС уйрăмĕнче те, ял тăрăхĕн администрацийĕнче те татса калаймарĕç. Е каламалли ним те çук-ши, е демографи лару-тăрăвĕ никама та интереслентермест-ши?

Хаçат ĕçĕпе районти кашни ялтах пулма тивет. Ялан тенĕ пекех кăçал миçе ача çуралнипе, миçе туй пулнипе интересленетĕп. Шел те, савăнмалли нумаях мар. Ялсем ватăлаççĕ, хăшпĕр урамра ваттисем кăна ĕмĕрĕсене ĕмĕрлеççĕ. Районта çулталăкра пĕр туй та кĕрлемен урамсен йышĕ те пысăк. Вилекенсем вара сахал мар. Ваттисем вилсе пĕтсен, урамĕ-урамĕпех пушă çуртсем çеç тăрса юлмĕç-ши? Тĕслĕх вырăнне Шамкай ялне илсе кăтартма пулать. Тахçан тăватçĕр килĕллĕ пулнă ялта халĕ виçĕ çуртра çеç мăрьерен тĕтĕм тухать. Урам пулнă вырăнсенче йывăç-тĕм кашласа ỹсет, пушă пахчасенче чуна сехĕрлентерсе хуçасăр йытă-кушак ашкăнать...

Çуртсем хупăнаççĕ, ăрусен çиппи те татăлать. Районта миçе çурт-хуралтă пушанса юлнине тĕп-тĕрĕс пĕлеймерĕм, çывăхартса кăна шутласан та виççĕртен кая мар терĕç. Çак виççĕр çуртра тахçан сак тулли ача-пăча ỹснĕ, урамра çарран чупнă, ялти шкула çỹренĕ, колхоз уйĕнче çĕрулми пуçтарма пулăшнă. Ăçта эсир халь, тăван район çăкăрне çисе çын пулнă, халĕ çуралнă ялăн хурлăхлă шăпи çинчен пачах та шухăшлама пĕлмен ентешĕмсем?

«Хулара _ лайăх, ялта _ начар», _ тетĕр-и? Килĕшместĕп сирĕнпе. Выльăх-чĕрлĕх усрасан, хур-кăвакал тытсан, пыл хурчĕсем ĕрчетсен (улăхĕ улăхĕпе _ тĕрлĕ тĕслĕ чечек!), çĕр çинче ĕçлесен ял çынни ĕлĕкхи çĕрме пуянран кая мар пурăнать. Çурчĕсем те кермен пек илемлĕ, газ, электричество, водопровод, ваннăпа ăшă туалет та _ тулăх пурнăç паллисем. Ялти мунчана мĕн çитĕ тата! Ахальтен мар ĕнтĕ вырăссен чаплă поэчĕ Александр Сергеевич Пушкин чăваш мунчине çĕр çинчи çăтмахпа танлаштарнă.

Тĕрĕс, ял пурнăçĕнче çитменни те нумай. Çулсем начар, коммуналлă çăмăллăхсем те çителĕксĕр. Аякри ялтан район центрне каяс тесен те тарăхма тивет. Культурăпа сывлăх учрежденийĕсен ĕçĕ те тивĕçтереймест.

Анчах çак çитменлĕхсене пĕтересси патшалăх ĕçĕ тесе шанса лармалла мар. Чăнах та, ваттисем пурнăçа улăштарас тесе темех тăваймĕç, хăй вăхăтĕнче вĕсем яла пĕтме паманнишĕн те пысăк тава тивĕç. Çамрăк алăсем, çирĕп вăй-хал кирлĕ яла. Каччăсемпе хĕрсем пĕр-пĕрне юратса пĕрлешччĕр, халăха савăнтарса туй кĕрлетĕр, садиксемпе шкулсем ача-пăчапа тулччăр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов çамрăксемпе тĕл пулнă чух кашнинчех вĕсене мĕн хумхантарнипе интереслентерет. Çулталăк хушшинче районта спорт сооруженйĕсем çĕнĕ вăйпа ĕçлеме пуçларĕç, футбол уйĕсемпе хоккей коробкисем те çамрăксене илĕртеççĕ.

Культура мероприятийĕсем те пулсах тăраççĕ, пирĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕсем Шупашкарта та лайăхпа çеç палăраççĕ.

Çапах та çамрăксен тĕп проблемине _ каччăсемпе хĕрсене, çамрăк çемьесене ĕçпе тивĕçтерессине _ татса параймарăмăр-ха. Юлашки çирĕм-вăтăр çул хушшинче районти пур предприятие те аркатса-салатса тăкнă хыççăн çĕннине уçма ай-яй йывăр. Унталла пăхсан та, кунталла тинкерсен те _ ишĕлчĕк кăна. Çапах та вăй çитерсе мĕн те пулин çĕннине тумаллах. Кăçал вунă çамрăка ĕçпе тивĕçтерĕпĕр, килес çул çирĕмĕшне ĕç тупса парăпăр _ çапла майпа каччăсемпе хĕрсене тăван район çĕрĕ çинче çирĕплетсе хăварăпăр.

Çамрăксем производство йĕркелеме хутшăнасса _ предприниматель ĕçне çанăсене тавăрсах пуçăнасса _ шанас килет. Акă, район центрĕнче тумтире хими меслечĕпе тасатакан салон та, наци апат-çимĕçĕпе савăнтаракан кафе те, экологи тĕлĕшĕнчен чи таса апат-çимĕç сутакан лавкка та çук. Çак ĕçе çамрăк предпринимательсем йĕркелесе ярсан, тем пек лайăх пулĕччĕ.

Фермер хуçалăхĕ йĕркелес текенсене те район администрацийĕ савăнсах пулăшать. Тăван çĕр çинче ĕçлени, çывăхри пĕвере пулă тытса ларнă чух ирхи сенкер шуçăма йăл! кулса кĕтсе илни, шăпчăксен юррине итлесе пурнăç илемĕ çинчен шутлани чăн-чăн романтика мар-и-ха? 

«Пушанать-çке ял касси,

Илтĕнмест ача сасси.

Мĕн пулчĕ, Асанкасси?

Пур-ши санăн пуласси?»

_ çак йĕркесене эпĕ чун ыратăвĕпе çырнăччĕ. Асанкасси те, Патирек те, Чаткас та, Чукал та, районти ытти ял та ан пĕттĕр тесен васкавлă мерăсем йышăнмалла. Ĕç укçара кăна мар, пысăк ĕçе чăн-чăн юратупа, район патриочĕ пулса пуçăнмалла.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика