20 декабря 2016 г.
2016 çул вĕçленсе пырать. Çăмăл пулмарĕ пулин те, çак çулталăкра ырри, асра юлмалли те сахал мар. Декабрĕн 16-мĕшĕ вара районăн çулталăк кĕнекине ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлĕ.
1. Сывлăх çурчĕ уçрĕ алăкне
ФАП - çапла кĕскетсе калаççĕ фельдшерпа акушер пуктне. Ватăрах çынсем «пульница» та теççĕ. Апла каласан та, çапларах çавăрттарсан та ФАП вăл _ ялти сывлăх çурчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Енри ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе хушма мерăсем палăртасси çинчен» йышăннă Указа пурнăçласа, кăçалхи çу кунĕсенче пирĕн районти Патирек ялĕнче те фельдшерпа акушер пункчĕ тума пуçланăччĕ. Строительсем кĕске вăхăтрах объекта çĕклесе яла илем кỹчĕç. Декабрĕн 16-мĕшĕнче вара ял-йыш чаплă лару-тăрура фельдшерпа акушер пунктне уçрĕ.
Савăнăçлă мероприятие Шупашкартан тата районтан йышлă хăна килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, ял çыннисене моделлĕ çĕнĕ ФАП уçăлнă ятпа чĕререн саламланă май, пурне те çирĕп сывлăх сунчĕ.
_ Малашне районти тĕп больницăна кайса çỹрекенсем сахалланасса, сывлăха ялти фельдшерпа акушер пунктĕнчех хальхи ыйтусене тивĕçтерекен оборудованипе сиплессе çирĕп шанатăп, _ терĕ Владимир Васильевич.
Чăваш Республикин Правительствин ертỹçи Иван Моторин медицина аталанăвĕн шайĕпе Шăмăршă районĕ республикăра малтисен шутĕнче тăнине палăртрĕ. Халĕ уçăлакан ФАП юлашки пулмĕ _ çитес çул республика районти тепĕр ялта сывлăх çурчĕ уçмашкăн укçа-тенкĕ уйăрма майсем шырать.
Çĕнĕ ФАП заведующийĕ Алмазия Вахитовапа сывлăх сыхлавĕн ĕçĕн ветеранĕ Валентина Хорькова фельдшерпа акушер пункчĕ уçса ял халăхĕшĕн тăрăшнăшăн республика тата район ертỹçисене, строительсене чĕререн тав турĕç.
Уява Хĕл Мучипе Юрпике те ытармалла мар илем кỹчĕç. Чăннипех те ял халăхĕшĕн çав тери пысăк парне пулчĕ.
ФАП çурчĕ тултан та, шалтан та илĕртỹллĕ. Вĕр-çĕнĕ медицина оборудованине хулари сывлăх çурчĕсенче ĕçлекенсем те ăмсанĕç.
_ Чирлекенсем çеç сахал пулччăр, _ терĕ пысăк савăнăçпа Палтиел ял тăрăхĕн депутачĕ Радик Севрюгин фермер. _ Фельдшерпа акушер пунктне çан-çурăм ыратнипе мар, сывлăха упрас тĕлĕшпе ырă канаш илме килер.
2. Тăлăх ача та пурнăç илемне куртăр
ÇАК кун халăхпа пĕрле уçнă тепĕр объект _ район центрĕнче Чăваш Республикин «Тăлăх ачасем» тата «Çамрăк çемьесем» программисемпе туса лартнă виçĕ хваттерлĕ кирпĕч çурт. Илемпе те çутă объекта «Строитель плюс» ООО палăртнă вăхăтра усă курма панă.
Чăваш Республикин Правительствин председателĕ Иван Моторин Андрей Макаровпа Анатолий Тарасов тăлăхсене тата Кузьминсен çамрăк çемйине çĕнĕ çурта куçнă ятпа чун-чĕререн саламларĕ.
_ Хуларинчен пĕрре те кая мар чаплă çуртра телейпе савăнăç çеç хуçалантăр, Çĕнĕ çул уявне çутă ĕмĕт-шухăшпа, ырă малашлăха çирĕп шанса уявлăр! _ терĕ Иван Борисович çĕнĕ хваттере куçакансене уçă тыттарнă ятпа ырлăх-сывлăх суннă май.
2,5 миллион тенкĕ тăракан çак çурт йĕри-таврашĕнче çитес çул чи хитре чечексем çитĕн- терме те сĕнчĕ вăл çамрăксене.
3. «Çак шкулта лайăх вĕренмесен - çылăх»
ДЕКАБРĔН 16-мĕшĕнче хăнасем тĕпрен юсаса илемлетнĕ, вĕр-çĕнĕ сăн кĕртнĕ Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкула та çитсе курчĕç. Виçĕ уйăх ытла урăх шкула автобуспа çỹренĕ ачасемпе вĕрентекенсем тинех хăйсен тăван шкулне тав- рăннă.
_ Шкула кĕтĕмĕр те, малтанах ăçта лекнине те ăнланса илеймерĕмĕр, _ теççĕ аслă классенче вĕренекенсем. _ Пирĕн шкул тул енчен те, шалтан та çав тери илемленнĕ, капăрланнă. Çак илеме курса тăнă чух тăрăшса вĕренмесен юрамасть. Патшалăх пирĕншĕн тăрăшнине «тăваттă» тата «пиллĕк» паллă- семпе çеç тав тума пулать.
Шкулти инженери коммуникацине тата сантехника оборудованине йăлтах çĕнетнĕ, пушара хирĕç кĕрешмелли çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Пластик чỹречесем те çурта хула сăнĕ кĕртеççĕ.
Шкул коллективне çакăн пек чаплă парнепе Чăваш Республикин Правительствин председателĕ Иван Моторинпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов чĕререн саламларĕç, çуртăн тепĕр пайне çитес çул тĕпрен юсама укçа-тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерчĕç. Шкул директорĕ Надежда Симурзина вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен Чăваш Республикин тата район ертỹçисене, «Строитель плюс» ОООпа «Сувар» ООО ертỹçисене Николай Быковпа Александр Максимова пуç тайса тав турĕ.
Шкулшăн çак кун пысăк уяв пулчĕ: ачасен юрри-ташши çĕнетсе капăрлатнă вĕренỹ çуртне асамлă илем кỹчĕ. Çĕнĕ çулпа, çĕнĕ телейпе, çĕнелнĕ шкулпа саламлатпăр сире, чечек пек илемлĕ пурнăç çеçкисем!
Ив.САЛАНДАЕВ.