22 декабря 2016 г.
- КАМРАН вĕренмелли, тĕслĕх илмелли çук мар, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи В.Иванов, "Колос" хуçалăхра пулнă май.
Юлашки çулсенче кунта сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерес енĕпе начар мар ĕçленине палăртмалла. Кăçал та начар мар тухăç илнĕ. Паянхи куна буртсенче 15 пин тоннăна яхăн чĕкĕнтĕр упранать. Сакăр пин тоннăна яхăн сахăр заводне ăсатнă та ĕнтĕ.
_ Пылак тымарçимĕçе куллен пĕрер пин тонна ăсататпăр, _ тет хуçалăх ертỹçи В.Захаров.
Паллах, çакна май техника та сахал мар кирлĕ. Ку тĕлĕшпе чăрмавсем çук тесен те юрать. Автомашинăсен ытларах пайне арендăна илнĕ. О.Хлюкинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ те пысăк груз турттаракан икĕ машина парса пулăшнă.
Эпир хуçалăхра пулнă кун чĕкĕнтĕр тиесе ăсатма темиçе вуншар автомашина вăрăм черетре тăратчĕ.
Ĕç кал-кал пырать темелле: пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Халĕ, ĕлĕкхи пек, кашни чĕкĕнтĕре алăпа тытса машина çине ывăтасси манăçа тухрĕ пулĕ _ ку ĕçе ятарлă погрузчик пурнăçлать. Буртран ун патне чĕкĕнтĕре бульдозерсем парса тăраççĕ. Ку ĕçре Н.Петров тата А.Волков уйрăмах тăрăшуллă.
Хир çулĕсем _ асфальт мар. Тепĕр чух тиевлĕ машинăсем путса ларни те тĕл пулкалать. Вĕсене асфальтлă çул çине тухма пулăшма ятарласа икĕ трактор уйăрнă.
Чĕкĕнтĕр тиесе ăсатнă çĕрте рабочисен тỹпи те пысăк. Хуçалăх ертỹçи ку ĕçре ашшĕпе ывăлĕ _ Виталийпе Василий Тимофеевсем уйрăмах маттур пулнине палăртрĕ.
В.НИКОЛАЕВ.