27 декабря 2016 г.
ЭПИР ачаран лайăх пĕлекен Хĕл Мучи яланах çирĕп сывлăхлă, вăл пире те çакнах сунать. Мĕншĕн тесен, вăл хăй те спортпа туслă. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕнче те Хĕл Мучи сĕнĕвне шута илнĕ, уявсен кунĕсенче тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме палăртнă. Декабрĕн 30-мĕшĕнче ял тăрăхĕсенче Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем иртмелле.
Анат Чаткас ял тăрăхĕнче вара, çитес çулхи январĕн 2-мĕшĕнче вырăнти футболистсем, волейболистсем, йĕлтĕрçĕсем тупăшĕç. Çак кунах Шăмăршă ял тăрăхĕнче шкул ачисемпе çамрăксем мини-футбол енĕпе кам вăйлăрах пулнине кăтартса парĕç.
Тепĕр кунне Кивĕ Чукалта та йĕлтĕрçĕсем старта тăрĕç, Чукал ял тăрăхĕнче «Хаваслă тăвайкки» конкурс иртĕ.
Январĕн 4-5-мĕшĕсенче Пăчăрлă Пашьелĕнче, Пуянкассинче, Палтиелĕнче те спорта юратакансем йĕлтĕрсем сыраççĕ.
Ăс-тăн вăййисем те _ спортăн хăйне евĕрлĕ енĕ. Шашкăлла выляма кăмăллакансем ялсенче сахал мар. Январĕн 6-мĕшĕнче ку енĕпе чи вăйлисем Карапай Шăмăршăра палăрĕç. Çак кун хоккеистсем те клюшкăсене «хĕреслетĕç».
Ял тăрăхĕсен командисем январĕн 7-мĕшĕнче волейбол енĕпе кам вăйлăрах пулнине çирĕплетĕç. Халех паллă: вăйăсем çивĕч иртмелле.
Йĕлтĕрçĕсемшĕн çанталăк сивĕрех пулни те хăрушă мар _ стартри хĕрỹ тупăшура кашни спортсменăнах «пăс тухать». Çакна Раштав уявĕнче Васанта курса ĕненме май пулĕ.
Январĕн 8-мĕшĕнче хоккеистсен командисем Чукалта пухăнĕç. Ăмăртусем мĕнле вĕçленнисене маларах каласа хума çук. Вратарьсем вара яланах çапла калама юратаççĕ: «Шайбăсене ытла вăйлă ан çапăр-ха». Паллах, вăйăсен ăнăçлăхĕ вĕсенчен те нумай килет.
В.АНТОНОВ.