Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнчĕç хайпăласем

27 декабря 2016 г.

ЧИ малтанах «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра вăй хуракансене çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлас килет. Çĕнĕ хыпар та çук мар. Çак кунсенче кăна-ха Палтиелĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ кỹршĕллĕ Хайпăла ялĕнче пулчĕ. Концерт программине уявсене халалларăмăр. Чăваш тата вырăс эстрада юррисене итлекенсем питĕ хапăл пулчĕç. Татьянăпа Николай, Аксинья Долговсем, Олесьăпа Лидия Макаровасем шăрантарнă юрăсем хыççăн та çынсем нумайччен алă çупрĕç. Хĕрарăмсен «Çăлкуç» ансамблĕ пирки те çакнах каламалла. «Ивушка» ушкăнра ташлакансен урисем çĕре тивмерĕç вĕт! Акă ăçта вăл халăх пултарулăхĕ. Асра юлмалли тепĕр самант _ Хĕл Мучипе Юрпикене тĕл пулни. Вĕсем те мероприятие хăйне майлă илем кỹчĕç. Юрлама, ташлама та ăста иккен Çĕнĕ çул хăнисем. Пылак кучченеçсене тутанса пăхни те çынсен кăмăлне çĕклерĕ.

Т.ДОЛГОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика