Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президента эпĕ те ыйту парасшăнччĕ

27 декабря 2016 г.

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 23-мĕшĕнче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференци ĕçне эпĕ телевизорпа куртăм тата тимлĕн итлерĕм. Владимир Владимирович тăватă сехете яхăн журналистсемпе чунне уçса калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине тулли те тĕрĕс хурав пачĕ. 

Мĕн кăна хумхантармасть-ши массăллă информацин хатĕрĕсенче ĕçлекенсене: политика та, экономика та, пенси тата налук ыйтăвĕсем те, экологи те, ялхуçалăхĕпе промышленноç аталанăвĕ те...

 Шухăшпа эпĕ хама та залра ларнăн туйрăм, Президента ыйту пама та хатĕрлентĕм. Паллах, мана паянхи ял шăпи пăшăрхантарать: çамрăксене мĕнле майпа яла çирĕплетсе хăвармалла-ха? Хамăр районта та, акă, ялхуçалăхĕнче ĕçлеме специалистсем çитмеççĕ; агрономпа зоотехника, инженера Хĕрлĕ кĕнекене кĕртме те пулать.

 Яла ĕçлеме каякан çамрăк тухтăрсене çурт-йĕр çавăрма патшалăх пĕрер миллион тенкĕ укçа парса пулăшни лайăх-ха. Ман шутпа, çамрăк агрономпа инженера та, зоотехникпе ветеринара та çак укçана парсан специалистсем хаваспах ялта тымар ярĕччĕç. Çурт лартакан çын ĕçкĕ-çикĕпе те иртĕхмест, çирĕп çемье йĕркелеме тăрăшать. Çỹлте асăннă специалистсем фермер хуçалăхне те наука вĕрентĕвĕпе никĕсленсе тытса пырĕччĕç. 

Халĕ эпир мĕн куратпăр-ха? Рай- онти фермерсем хушшинче ялхуçалăх специальноçĕпе аслă пĕлỹ илнисем сахал, тракторист е строитель пĕлĕвĕпе пурнăçпа тан пыма питĕ йывăр.

Президента тепĕр ыйту та парас килетчĕ: çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем ỹссе пынине чарса лартма май çук-ши?

 Хресчен çуракипе вырмана хăра-хăра кĕтсе илет вĕт-ха: çак тапхăрта бензин та, солярка та, минерал удобренийĕ те нумай хакланаççĕ. Çĕр çинче тар тăкса çитĕнтернĕ тухăçăн хăйхаклăхĕ ỹссе каять, хуçалăх экономики тĕрекленеймест. Тупăш илес вырăнне тăкак кăна тỹссен, фермер ĕçне хавхаланса пуçăннă çамрăксен те аллисем усăнаççĕ. 

Шел те, залра ларакан коллегăсем мана хумхантаракан (мана çеç-и, кашни хресчене шухăшлаттараççĕ) ыйтусене çĕклеме манчĕç. «Вак-тĕвек ыйту», _ терĕç пулмалла. Çапах та хресченшĕн эпĕ асăннă проблемăсем чун ыратăвĕпе уйрăлми çыхăннă. Çак ыйтусене хăçан та пулин татса памаллах тесе шутлатăп.

 Паллах, Владимир Владимировича эпĕ хĕвеллĕ те илĕртỹллĕ Шăмăршă ялне тепĕр хут хăнана килме чĕннĕ пулăттăм. Пирĕн ырă ĕçсем сахал мар, пите хĕретмелле пулмĕ. Район çыннисем Раççей Федерацийĕн Президентне унчченхи пекех çав тери ăшшăн та тараватлăн, çăкăр-тăварпа кĕтсе илме хатĕр.

 Çĕнĕ çул ячĕпе, Владимир Владимирович!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика