30 декабря 2016 г.
ХĔЛ МУЧИ Çĕнĕ çул умĕн пирĕн çамрăк спортсменсене те çĕнтерỹ хыççăн çĕнтерỹ сунать. Юлашки вăхăтра кăна Шăмăршăри «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăх туптакансем çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ турĕç.
Улатăр районĕнчи Киря поселокĕнче иртнĕ кĕрешỹçĕсен республика турнирĕнче Максим Матросов пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех, Етĕрнере иртнĕ ăмăртусенче хăйсен виçисенче Евгений Силин, Василий Григорьев, Максим Матросов палăрчĕç, Дмитрий Ефимов çĕнтерỹçĕ пулчĕ.
Çĕнĕ çул умĕн Хĕл Мучи кĕрешỹçĕсене Шупашкарта пуçтарчĕ. Унăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта Дмитрий Ефимов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
А.ИЧАНКИН, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ.