Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмсене тỹле те канлĕ пурăн

30 декабря 2016 г.

Çулталăк вĕçленсе пырать. Тинех пур енчен те пĕтĕмлетỹ тума вăхăт çитрĕ. Çак кунсенче район администрацийĕнче Шăмăршăри «Жилкомсервис» УК ОООн ертỹçипе Алмаз Садретдиновпа курса калаçрăмăр. Нумайăшĕ вĕсен учрежденийĕ умĕнче пысăк парăмра. 

_ Пирĕн пурĕ нумай хваттерлĕ 50 çурт. Çав шутра 750 хваттер, вĕсенче 1288 çын пурăнать, _ пĕлтерчĕ Алмаз Агзамович.

Чи пысăк проблемăсенчен пĕри _ тỹлев парăмĕ пысăк пулни. Ку ыйтăва татса пама суда нумай документ тăратнă.

Паянхи куна «Жилкомсервис» ОООна халăхăн 941 пин те 85 тенкĕ тавăрса памалла. Ку тỹлев шутне ăшă, шыв, канализаци, юсав тата çỹп-çап кĕрет.

Тăванăмăрсем! Ку парăмсене сирĕнсĕр пуçне никам та татса памасть, вăхăт иртнĕçемĕн вăл ỹссех пырать. Çурта юсама пуçласан та кăна чи малтан шута илеççĕ. Апла пулсан эсир хăвăра кăна мар, кỹршĕ-аршăра та лайăх мар вырăна лартатăр. 

Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсенчи парăмсем: 

Космовский урамĕ:

- 7-мĕш çурт (110 пин тенкĕ), пĕр хваттерĕн парăмĕ;

- 18 çурт (78 пин тенкĕ) пĕр хваттерĕн парăмĕ;

- 33-мĕш çурт (47пин те 500 тенкĕ), пĕр хваттерĕн парăмĕ.

Ленин урамĕ:

- 42-мĕш çурт (50 пин тенкĕ), икĕ хваттерĕн парăмĕ;

- 43-мĕш çурт (26 пин тенкĕ), пĕр хваттерĕн парăмĕ;

- 55-мĕш çурт (75 пин те 500 тенкĕ), икĕ хваттерĕн парăмĕ;

-2-мĕш çурт (29 пин тенкĕ), пĕр хваттерĕн парăмĕ.

Çĕнĕ çула парăмсăр кĕмелле, тенĕ ĕлĕкренех ваттисем. Çакна манса ан кайăр.

 А.Ларшникова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика