10 января 2017 г.
ЯНВАРĔН 6-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупма юратакансемшĕн Пуянкасси ял тăрăхĕнче «Виçпỹрт йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту пулса иртрĕ. Унта хамăр районти шкул ачисемсĕр пуçне Елчĕк тата кỹршĕллĕ Çĕпрел районĕнче пурăнакан спортсменсем те йышлă хутшăнчĕç.
Ăмăртăва пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов саламларĕ, спортра çитĕнỹсем сунчĕ. Кунĕ те çамрăк йĕлтĕрçĕсемшĕн питĕ кăмăллă пулчĕ: лăпкă, сивви те ячĕшĕн çеç. Çавăнпах пуль шкул ачисем хаваспах пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç, малти вырăнсемшĕн тăрăшса чупрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем вара çаксем пулчĕç.
Чи кĕçĕннисен хушшинче А.Шарапова, И.Харитонова, К.Кудряшов (Шăмăршă), В.Хрисанова, К.Степанов (Анат Чаткас), Р.Мадюков (Çĕпрел) палăрчĕç.
2003-2004 çулта çуралнисенчен В.Егоровпа А.Ефимована (иккĕшĕ те Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренеççĕ) çитекен пулмарĕ. Çак ỹсĕмри Е.Мердеева, Д.Гадиев (Шăмăршă), А.Краснова (Анат Чаткас), Д.Кузнецов (Çĕпрел) призерсем пулса тăчĕç.
2001-2002 çулхи спортсменсем хушшинче И.Егорова тата Д.Павлов (иккĕшĕ те шăмăршăсем) чи вăйлисем пулчĕç. Н.Юманова, Д.Чамеев (Пăчăрлă Пашьел), К.Степанов (Карапай Шăмăршă), Е.Агеева та (Елчĕк) Диплома тивĕçрĕç. Аслă класра вĕренекенсем хушшинче В.Удина тата М.Ефимов (Шăмăршă) Кубок çĕнсе илчĕç. С.Шомполова, Д.Макарова, А.Денисов, А.Лукьянов (пурте Карапай Шăмăршăри вăтам шкултан) призлă вырăнсене йышăнчĕç.
Шкулсене илес пулсан, çак ăмăртура Шăмăршăри, Карапай Шăмăршăри вăтам тата Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем палăрчĕç.
Çапла кăçалхипе 8-мĕш хут Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче йĕлтĕрçĕсен тупăшăвĕ иртрĕ. Ăна ирттерме пулăшакан спонсорсене _ Егоровсене, Удинсене, С. Харитонована _ тав сăмахĕ калас килет. Ăмăртăва йĕркелекен тĕп судья Александр Егоров уйрăмах нумай тăрăшать йĕлтĕрçĕсене хавхалантарма. Çакăн пек хастар та ĕçчен тренерсем пур чухне йĕлтĕр спорчĕ районта малашне те аталансах пырасса шанас килет.
А.КУЗЬМИН.