Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи - çăпата кантри мар

10 января 2017 г.

ЧĂВАШ халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ республикăри «Коммунизм ялавĕ» (халĕ _ «Хыпар») хаçатра иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче чунне ыраттарса çапла çырнăччĕ: «Эпир, асаттесен ырă йăлине манса, атте-анне пехилĕ çине сурса хурса Çĕр-аннерен кулма пуçларăмăр. Ăна хими имçамĕпе наркăмăшлани çеç çитмест, тĕрлĕ çỹп-çаппа, тасамарлăхпа вараласа-мăшкăлласа куççульпех йĕртетпĕр. Çакна асра тытасчĕ: экологи вăл - çăпата кантри мар, татăлса ỹксен пушăтран-мунчаларан çĕнĕрен яваймăн. Пулас ăрусем пире паянхи сĕмсĕрлĕхшĕн нихăçан та каçармĕç».

Эпĕ _ çамрăк çын мар, журналистикăра хĕрĕх çул ытла ĕçлесе Ухсай пекех тăван çутçанталăкшăн нумай пăшăрханнă. Хирте тăрисем сахалланнине, путенесем вара вуçех те пĕтме пуçланине çынран илтнипе мар, хамăн куçпа курнă-сăнанă тăрăх лайăх пĕлетĕп. Ял çыннисен куçĕ умĕнчех тăпра эрозийĕ вăй илнине, тарăн çырмасем пулса кайнине курсан чĕре ырататчĕ. Хаçатра çырни те пулăшаймастчĕ: район пуçлăхĕсем экологие хакламасан вырăнтисенчен мĕн ыйтăн-ха? Çирĕм-вăтăр çул хушшинче район çĕрĕ çинче виççĕр ытла саккунсăр свалка уçăлнине никам та курман-ши? Тахçан çаран çỹренĕ улăх-çаранта халĕ кĕленче ванчăкĕсем йăваланса выртни никама та пăшăрхантармасть-ши?

Шăмăршă тăрăхĕ вăрманпа пуян тесе пĕрмай мухтанатпăр, çак вăрман та çỹп-çап свалкине çаврăнма тытăннине мĕншĕн асăрхамастпăр?

«Вăрман мар вăл, ешĕл ресторан», _ лĕх-лĕх кулать районти пĕр учреждени пуçлăхĕ. Çак «ресторанта» хăналаннă хыççăн пушă кĕленчесене, пластик савăт-сапана вăрманах пăрахса хăварасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Камăн пĕтермелле-ха çак йĕркесĕрлĕхе? Кун пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцире пурте илтмелле уçăмлăн каларĕ: çутçанталăка упрасси кашни çын тивĕçĕ пулмалла, влаç органĕсем вара экологишĕн тỹрремĕнех яваплă пулса тăраççĕ. 

Ял çумĕнчи вăрман тăрăхĕнче те, пĕве е çырма хĕрринче те тĕрлĕрен тасамарлăха курма хăнăхрăмăр. Çак тасамарлăх куписем çултан çул ỹссе пыраççĕ, атă тăхăнмасăр улăх тăрăх утма е çырма хĕрне анма та хăрушă. Шел те, ял пухăвĕсенче çак çивĕч ыйтăва никам та çĕклемест, çутçанталăк хĕн-асап тỹсни никамăн чунне те ыраттармасть пек туйăнать. 

Çак мĕнпур тасамарлăха хамăрах тăкса тултармастпăр-и-ха, ентешĕмсем? Тирпейлĕ пурăнма хăçан вĕренсе çитĕпĕр-ши? Çемьере, ача садĕнче, шкулта экологи воспитанийĕ парассишĕн тăрăшмасан, çамрăк ăру çутçанталăка юратма пуçласси хытă иккĕлентерет. 

Анат Чаткасра иртнĕ пĕр пухура Леонид Нянин учитель сăмах калани паян та чĕрере: «Пĕвесемпе кỹлĕсене, çăлкуçсене хисеплеме пăрахрăмăр. Шыв вăл _ Çĕр-анне пекех, чи таси те чи сăвапли пулмалла. Кашни ялтах çĕнĕ пĕвесем тумалла, çăлкуçсене тасатмалла, типме пуçланă çырмасене çĕнĕ пурнăç памалла». 

Леонид Николаевич шкул ачисемпе пĕрле ял çумĕнчи пĕр çăлкуçа тасатса пура ăшне илни çинчен илтрĕм те, чун савăнчĕ. Пур-ха, пур пирĕн енче Çĕр-аннен чăн-чăн ывăл-хĕрĕ! Вĕсен пуçарăвне кашни çын пĕлтĕр тесе тăрăшасси, халăхăмăра ĕçчен çынсенчен ырă тĕслĕх илме хавхалантарасси _ журналистсен пысăк тивĕçĕ. 

Экологи çулталăкĕ пуçланнă ятпа саламлатăп сире, район çыннисем! Çак çул Шăмăршă тăрăхĕ тасалса илемленессе, малашне вара тăван тавралăх тата та чиперленсе-чечекленсе пырасса шанса тăратăп. «Шăмăршă» тесессĕн, куç умне Шурă хурăнсем тухса тăраççĕ. Сенкер кỹлĕ хăвалать хумне, Шăпчăксем каçса кайсах юрлаççĕ...

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика