Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шерше ля фам е хĕрарăма шырăр!

13 января 2017 г.

«ÇĔНĔ çул уявĕсен кунĕсенче Шупашкарти виçĕ хĕрарăм хăйсен тин çуралнă ачисене йышăнма хирĕçлесе заявлени çырнă», _ вулатăп Интернетра. Вĕсем хăйсен пепкисене хуть те кама та усрава пама хатĕр иккен. Опекăпа попечительство органĕсем халĕ тăлăхсене лайăх çемьесене вырнаçтарас ыйтупа ĕçлеççĕ. 

Çак хыпар манăн чĕрене хытă ыраттарчĕ. Республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулне çак чунсăрлăхпа (урăхла епле калăн-ха?) пуçларăмăр пулать-и? Амăшĕ хăйĕн варĕнче ỹтленсе вăй илнĕ пепкине пĕрре те шеллемесĕр больницăра пăрахса хăварать вĕт-ха. 

Хамăн чун ыратăвне ыттисемпе те пайлас тесе эпĕ Шăмăршăра пурăнакан СССР хисеплĕ донорĕпе, хĕрĕх çул ытла район больницинче ĕçленĕ Таисия Ильинична Гуровăпа тĕл пулса калаçрăм.

 _ Кун пек хыпарсем мана та хытă пăшăрхантараççĕ, _ терĕ Таисия Ильинична. _ Çакнашкал тĕслĕхсем ĕлĕкрех те пулкаланă, анчах та вунă-вунпилĕк çулта пĕрре çеç. Эпир хăр-тăлăхсене çеç ача çуртне вырнаçтарма тăрăшаттăмăр, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнисене çывăх тăванĕсем те усрава илетчĕç. Амăшĕ тин çуралнă ачине больницăра пăрахса хăварнă тĕслĕхе вара астумастăп.

 Таисия Ильинична вăтăр-хĕрĕх çул каялла çĕнĕ çемье тупнисем Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем пулса çитĕнни çинчен савăнсах каласа пачĕ. Тăлăхсене патшалăх та пулăшнă. Çĕнĕ ашшĕпе амăшĕ те тăван ачи пекех юратса пăхнă. 

Самана пăтрашăннă тапхăрта çынлăхпа чунлăх дефицита тухни вăрттăнлăх мар. Нуша мĕнне пĕлмен, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхман ăру ỹссе çитĕнчĕ. Хăшпĕр çамрăк çемьесем пĕртен-пĕр ачине те пăхса çитĕнтерессинчен хăраççĕ. Çумра ача пулсан çамрăк ашшĕпе амăшĕн ирĕклĕх те пĕтет-çке: туслăх ĕçкисене, ташă каçĕсене питех çỹреймĕн, укçа-тенкĕпе те пĕр шутламасăр усă кураймăн. 

Ĕлĕкрех пирĕн аннесем ултă-çичĕ е унтан та ытларах ача çуратма шикленмен, патшалăх пулăшасса шанмасăрах çемье йышне ỹстерсе пынă. Ывăл çуралсан салтака юрăхлă пултăр тенĕ, çут тĕнчене хĕр пĕрчи килсен лайăх анне пулма пехилленĕ.

 Йышлă çемьере ĕç воспитанийĕ чи пысăк вырăнта пулнă, пĕр-пĕрне пулăшасси ачаранах вăй илнĕ. Сак тулли ача-пăча ашшĕпе амăшне, ваттисене хисеплесе ỹснĕ. 

Манăн аттепе анне те ултă ача çуратса çитĕнтернĕ. Апла пулин те ача нумай пулнишĕн пăшăрханман, пурне те пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Çакăншăн эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.

Пилĕк-ултă ачаллă çемьесем ялта нумайччĕ, вунă-вунпĕр ачаллисем те пурччĕ. Хальхи çамрăксене эпир мĕнле ỹссе çитĕнни çинчен каласа парсан тĕлĕнсе кăна тăраççĕ: аслине юрами пулнă тумтире ун хыççăнхи тăхăннă, çĕтĕлнĕ шăлавара е кĕпене те кăларса ывăтман, анне тирпейлĕ кăна сапласа çĕнĕ пурнăç панă. Атă-пушмак пирки каламастăп та: мĕн çакланнă, çавна тăхăннă, шкула тапочкипе те, калушпа та çỹренĕ.

 Халĕ вара, пурнăç япăхланчĕ текенсем пур пулин те, çамрăксем пĕринчен тепри чаплăрах тумланаççĕ. Кăштах кивелнĕ е модăран тухма пуçланă тум-тирпе атă-пушмака çỹп-çап контейнерне чăмтараççĕ. Перекетлĕ те тирпейлĕ пурăнмасан, укçа тени вăл нихăçан та çитмест. Паянхи кунпа çеç пурăнмалла мар, ырлăх-пурлăх çỹлтен татăлса анманнине ăнланса пурăнмалла. 

Темиçе çул каялла редакцие Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан вăтам çулсенчи арçын кĕрсе тухнине лайăх астăватăп-ха. Çуралсанах тăлăха тăрса юлнăскер, вăл хăйне усрава илнĕ çынсене чĕререн тав тăвасшăн. Шел, тăван мар ашшĕпе амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă.

 _ Вĕсем чипер-сывă пурăннă чух тав тума пĕлеймерĕм, _ чунтан пăшăрханса калаçрĕ арçын. _ Мана пăхса ỹстернĕшĕн, салтака ăсатса кĕтсе илнĕшĕн, мăшăрланнă хыççăн манăн ачасене те çитĕнтерме пулăшнăшăн тав тума ĕлкĕреймерĕм. Çакăншăн вĕсенчен чĕререн тархасласа каçару ыйтатăп. 

Редакци _ чиркỹ мар, журналиста та пачăшкă тееймĕн. Эпир каçарма та, ỹпкелеме те пултараймастпăр. Çапах та çын кая юлса та пулин тăван мар ашшĕпе амăшĕ пирки çапла хисеплесе калани манăн чуна хытă хумхантарчĕ. Унăн ачисем те аслашшĕпе асламăшне чи çывăх тăван пек ырăпа кăна аса илессе шанатăп.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика