13 января 2017 г.
ХĔЛ сиввисем - çуллахи ăшă шăрăх кунсем мар: тăм илесси те инçех мар. Ун пек ан пултăр тесен, сивĕ çанталăкра тăкăс атă-пушмак, тăвăр тумтир тăхăнмалла мар _ вĕсем ирĕк те ăшă пулмалла.
Ỹт-тире, ал-урана тăм илнине мĕнрен пĕлме пулать-ха? Тăм илнин пĕрремĕш тапхăрĕнче ỹт-тир пĕлми-туйми пулать, пит-куç, хăлха-сăмса пĕçерсе ыратать.
Тăм илнин иккĕмĕш тапхăрĕнче ỹт çине шывлă хăмпăсем тухаççĕ, ăшăннă хыççăн тăм илнĕ вырăн вăйлă ыратма тытăнать.
Виççĕмĕш тапхăрта сиенленнĕ вырăнсем юнлă хăмпăсемпе палăраççĕ, хытă ыратни палăрать. Çакна некроз теççĕ.
Тăваттăмĕш тапхăрта тăм илнĕ вырăнсенче хăмпăсем шăтаççĕ, ỹт туйми пулать. Инфекци те пуçланса кайма пултарать.
Тăм илнĕ вырăнсене çийĕнчех ăшă алăсемпе çăмăл массаж тумалла, çăм пусма-таварпа сăтăрса ăшăтмалла. Çакă юн тымарĕсене сарма, юн çỹрессине лайăхлатма пулăшать. Вĕри чей ĕçни, вĕри апат çини те усăллă.
Хăшĕсем тăм илнĕ вырăнсене юрпа сăтăрма васкаççĕ. Тĕрĕс мар ку, хăрушă та _ сиенленнĕ ỹте тĕрлĕ инфекци лекес хăрушлăх пысăк. Çавăн пекех, тăм илнĕ вырăнсене эрехпе, спиртпа сăтăрма та юрамасть.
Пĕр вырăнлă сĕнỹ: сивĕ çанталăкра урама тухас умĕн ăшă атă-пушмак, тумтир тăхăнма, пите шарфпа хуплама тăрăшăр.
Пĕр вырăнта хускалмасăр вăрах ан тăрăр, тĕрлĕрен хусканусем тума, утма тăрăшăр. Эрех ĕçни, сивĕре урамра табак туртни те тăм илес хăрушлăха ỹстереççĕ.
Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене сивĕ çанталăкра урама кăларассинчен тăхтаса тăмалла.
А.РОМАНОВА, врач-терапевт.