Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăйракаллă - качака мар, мĕкĕрет - ĕне теме çук…

17 января 2017 г.

ХАЛЬХИ вăхăтра ялта укçа ĕçлесе тумалли майсем нумаях мар. Ĕне усраса предпринимателе сĕт сутакансем çеç укçасăр лармаççĕ. Виçĕ-тăватă пуç е ытларах ĕне усракансем хуçалăха çĕнетме те, хаклăрах япала туянма та пултараççĕ. Сĕт укçине çийĕнчех тỹлени те тăрăшма хавхалантарать.

 Пĕлтĕр районти фермер хуçалăхĕсем сăвакан ĕнесен йышне 2,6 процент ỹстернĕ, унчченхи çулхипе танлаштарсан 4 процент сĕт нумайрах туса илнĕ. Александр Максимов сĕт нумай антаракан 8 пуç, Олег Хлюкин 4 пуç ăратлă пушмак пăрусем туяннă. 

Çав вăхăтрах ялхуçалăх предприятийĕсем сĕт туса илессине 43,4 процент, ĕнесен йышне 27,4 процент чакарнă. Çитерме çуккипе мар, выльăх-чĕрлĕхе пăхас килменнипе пушанаççĕ витесем. «Мир» ЗАО тата «Карлинская» Агрофирма» ЗАО юлашки пăрăвĕсене те сутса янă. 

Унчченхи çулсенче «Восход» СХПК сĕт туса илсе самаях укçа-тенкĕ тăватчĕ. Çак укçапа çуракипе вырма ирттернĕ, ĕçлекенсене те шалу тỹленĕ.

 Иртнĕ çул вара йĕркеллĕ ĕçлесе пыракан хуçалăх 106 пуç мăйракаллă шултра выльăха, çав шутра 82 ĕнене чакарнă. Паян кунта пĕр литр сĕт те сумаççĕ. Кĕ- тỹре юлнă 17 ĕнерен пурте хĕсĕр иккен, вĕсем выçăллă-тутăллă тăнине курсан чун ыратать. Малашне мĕнле пурăнма шутлаççĕ-ши чаткассем? Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмесен, çĕре сухаласа акмасан хуçалăх вуçех те арканмĕ-ши? Тахçан районта малти вырăнсене çеç йышăннă колхоз шăпи çапла килсе тухнишĕн ваттисем тем пек пăшăрхансан та, лару-тăрăва çамрăксен улăштармалла. Пушанса юлнă витесене аркатса-çĕмĕрсе тăкма, юлашки выльăхпа техникăна сутса яма нумай ăс кирлĕ мар. Кун пек тĕслĕхсем юлашки çирĕм-вăтăр çул хушшинче районта темиçе те пулчĕç. 2015 çулта Асанкассинчи выльăх-чĕрлĕх комплексĕн юлашки ишĕлчĕкĕсене таçта турттарнă чух колхоз ĕçĕн ветеранĕсем куççульпех йĕчĕç. 

Эпĕ яланах Карапай Шăмăршă ялне ырă тĕслĕх вырăнне илетĕп. Кунта Киров ячĕллĕ колхозран юлнă пĕр витене те, йĕтемпе складсене те çĕмĕрмен. Пачах та урăхла, вĕсене çĕнетсе ячĕç. Олег Хлюкин фермер сĕт туса илессипе районта малта пырать, çак продукцие сутса пысăк тупăш курать. 

Темиçе çул каялла Пăчăрлă Пашьелĕнчи Александр Сатеев фермер та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пуçăннăччĕ. Шел, хевти сахалрах пулчĕ курăнать: пĕлтĕр ĕне выльăхсен йышне 27 пуç чакарнă. Халĕ кунта сăвакан ĕнесем 37 пуç çеç тăрса юлнă.

 Юрать-ха, килти хушма хуçалăхсем (вĕсем районта 6572) выльăх-чĕрлĕх усрама ỹркенмеççĕ. Çапах та ялсенче таса ăратлă выльăхсем нумай мар, сĕт сахал антаракан ĕнесем пысăк тупăш кỹреймеççĕ. «Лаша пуласси тихаран паллă», _ тенĕ вĕт-ха ваттисем. Ăратлăха лайăхлатас тесен, сĕт нумай антаракан ĕнесен пăрăвĕсене туянма тăрăшмалла. «Ĕни пĕчĕккĕ-ха, сахал çиет», _ тенипе нумай мала каяймăпăр. Пĕчĕк ĕнен пăрăвĕ те амăшĕнчен ытларах сĕт параймĕ, сутма мар, хамăр валли те çитсе пымĕ. 

Выльăх апачĕ хатĕрлеме майсем çук мар, утă çулмалли вырăнсем те чылай. Акă, юлашки çулсенче вăрман уçланкисенче те çава сасси илтĕнме пăрахрĕ, улăхсене те никам та çулмасть. Çул аяккинчи курăка çулма та чармаççĕ. Ỹркенмелле кăна мар.

 Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă заводĕнчен сахăр чĕкĕнтĕрĕн жомне те ирĕккĕнех туянма пулать, ялсене пырсах сутаççĕ. Тырă фуражĕ туянас ыйтупа та чăрмав çук: предпринимательсем наччасрах кỹрсе параççĕ.

 Ялхуçалăхĕнчен тупăш илес тесен, выльăх-чĕрлĕх нумайрах усрамалла. Çак чăнлăха пурте пĕлетпĕр, çапах та сăвакан ĕнесен йышне ỹстерес вырăнне чакарсах пыратпăр. Ку тĕлĕшпе саккун вăйĕпе хистеймĕн, мĕн усрасан лайăхрах пулнине хамăрăн ăнланмалла. Такамшăн мар, хамăршăн, çĕршывшăн ĕçлетпĕр вĕт. Экономикăри кăткăс лару-тăрура ял çыннине, ĕлĕкреххи пек, ĕне çеç пысăк çăмăллăх кỹрĕ. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика