17 января 2017 г.
ПРАВОСЛАВИ тĕнĕн чи пысăк уявĕ сенчен пĕри _ Кăшарни (Крещени) _ çывăхарса çитрĕ. Январĕн 18-мĕшĕнче каçхине тĕне ĕненекенсем вакăра шыва кĕрсе чунĕсене тасатаççĕ.
Шăмăршă районĕнче шыва кĕмелли вырăнсем виçĕ çĕрте _ Анат Чаткас, Карапай Шăмăршă тата Ярăслав ялĕсенче _ уçăлаççĕ. Вĕсем патĕнче медицина ĕçченĕсемпе шалти ĕç органĕсен сотрудникĕсем тата çăлавçăсем дежурствăра тăрĕç.
Пăр айĕнчи сивĕ шыва кĕрекенсен пурин те çирĕп сывлăхлă пулмалла, эрех ĕçсе шыва кĕни те пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.