24 января 2017 г.
ПИРЕ тăрантараканни, ырлăх-пурлăх параканни - хура çĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ĕлĕкрен анне вырăнне хурса хисепленĕ. Алран кайми аки-сухи çинчен юрланă май, чăваш хресченĕ ывăçĕ çине хура тăпра илнĕ те Çĕр-аннерен пархатар ыйтнă. «Ана, ана _ вăйна пар, ял çыннине савăнтар!» _ тенĕ çĕре çити пуç тайса.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа эпĕ телевизор умĕнче ларса паллашрăм. Михаил Васильевич, хăй те ялта çуралса ỹснĕскер, çĕр çинче ĕçлекенсем пирки чи ырă сăмахсем каларĕ. Çавăн пекех вăл ялта усă курман çĕр пачах та пулмалла маррине те палăртса хăварчĕ. Ăçта та пулин акăнман çĕр тупăнсан, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен пушă выртакан лаптăксене пусăçаврăнăшнекĕртмелли пирки асăрхаттарсах каларĕ.
Михаил Васильевич ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисене çĕр çинче тырă çеç мар, тупăш ытларах паракан культурăсене те _ сахăр чĕкĕнтĕрĕ, рапс, соя, хĕвелçаврăнăш, çĕрулми _ ытларах çитĕнтерме чĕнчĕ.
Республика Пуçлăхĕн сăмахне итлесе ларнă май, хамăр районти хирсем куç умне тухса тăчĕç. Пур-ха, пур пирĕн те акăнман çĕрсем. Район администрацийĕ иртнĕ çул пушă выртакан лаптăксене инвестор- сене шанса парас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕçлерĕ пулин те (çулталăкра 3 пин гектара яхăн «çерем çĕрсене» уçни çитĕнỹ мар-и-ха?), хальлĕхе мĕн палăртни пуртех пурнăçланмарĕ-ха.
Аякка каяр та мар: Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ таврашĕнчи çĕрсем пурте акăнаççĕ-и? Тахçан пулăхлă пулнă тăпра чухăнланса юлни вăрттăнлăх мар. Çавна пулах кĕлет те пушă, тырă тухăçĕ никама та савăн- тарма пултараймасть.
Пăчăрлă Пашьел тăрăхĕнче те çĕртен писни сисĕнет. Валентин Григорьевич Шикин колхоз председателĕнче ĕçленĕ чух хирти юпа тĕпĕсене те кĕреçепе чавса тырă акатчĕç пулсан, темиçе çул хушши плуг пырса та перĕнмен çĕр халĕ гектарĕ-гектарĕпех.
«Ялта ĕç çук», _ теççĕ пухусенче. Çĕр çинче тăрăшмасан, выльăх-чĕрлĕх усрама ỹркенсен тата мĕнле ĕç кĕтеççĕ-ши вĕсем?
_ Сакăрвунă-тăхăрвунă çул каялли пек, çĕнĕрен колхозсем йĕркелемелле, _ сĕнеççĕ ватăрах çынсем. _ Фермер çине шанăç сахал: хăлтăр-хăлтăр тракторĕпе тата хăйĕнчен те «ватăрах» комбайнпа вăл çĕршыва мар, хăйĕн çемйине тăрантармалăх та тухăç илеймест.
Чăнах та, иртнине каялла тавăраймăн. Хальхи çамрăксем колхоз йĕркелеме те, ĕç кунĕ шучĕпе тар тăкма та килĕшес çук. Самани те, çынсем те урăхларах. Çапах та мĕн те пулин тумаллах: яла пĕтме парас мар тесен çĕре хисеплеме тытăнмаллах.
«Хамăр мĕнле те пулин нушаланса пурăнăпăр-ха», _ тесе, ачасене ỹсни-пĕр хулана ăсататпăр. Çавна май ялĕ-ялĕ пех ватă çынсем çеç тăрса юлчĕç. Хăй вăхăтĕнче вĕсем колхоза çĕклессишĕн чунтан тăрăшса ĕçленĕ, халĕ, ишнĕ-çĕмĕрнĕ фермăсене, кĕлетсемпе йĕтемсене курсан, чунĕсем ыратаççĕ пуль.
Çав тери пысăк йăнăш турĕç колхозсене аркатакансем, ял çыннине ĕçсĕр тăратса хăварса кахала вĕрентме тытăнчĕç. Хăçан та пулин истори çак йăнăша йышăнĕ-ха, айăплисене те ятран асăнĕ. Анчах та колхозсем вăхăтĕнчи пек ĕçчен те тỹрĕ кăмăллă çынсене шыраса тупма питĕ йывăр пулĕ.
Мĕн патне çитсе ỹкрĕмĕр-ха, ентешĕмсем? Акмасăр-вырмасăр пурăнма хăнăхрăмăр, хирте сарă чечек çеç çитĕннине курсан та пăшăрханма пăрахрăмăр. Патшалăхран, Турăран ыйтнă пек: «Паян пурăнмалăх çăкăр парсамччĕ», _ тесе тархаслама та вăтанмастпăр.
«Çăкăртан аслă ан пул, çĕртен ан кул», _ тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Çак сăмахсем пирĕншĕн паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ваттисем ăс панине хăлхана чикменнисем пирки мĕн калăн ĕнтĕ? Панкавсем (вырăсла _ несмышленый, недалекий) ĕлĕк те пулнă, халĕ те сахал мар. Вĕсенчен хăтăлса çитĕпĕр-ши хăçан та пулин? Çак шухăш ман чуна шĕкĕ пек кăшлать, чĕрене ыраттарать...
Ив.САЛАНДАЕВ.