Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Координаци канашĕн ларăвĕ

31 января 2017 г.

ÇАК кунсенче Шупашкарта Раççей Минпромторгĕ çумĕнчи промышленность енĕпе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Унăн тĕп теми _ апат-çимĕç машинисене туса кăларассине аталантарасси. Канашлăва Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн полномочилле представителĕ Михаил Бабич тата Раççей Федерацийĕн Промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Денис Мантуров ертсе пынă. 

Михаил Бабич федераллă округра çĕнĕ технологисем хатĕрлес тата промышленноçăн тĕрлĕ отраслĕсенче конкуретлă продукци туса кăларас тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланса пынине палăртнă. Çак ĕçсене, тĕпрен илсен, промышленность канашĕ йĕркелесе пырать, вăл федераци центрĕн регионсенчи анлă секторĕпе çыхăнса ĕçлет. Ун йышĕнче оборона промышленноçĕн комплексĕн тата гражданла экономика отраслĕн ушкăнĕсем.

Регионсем шайĕнче тавар туса кăларакансене пулăшма икĕ çулта 68 миллиард тенкĕ уйăрнă. Инвестици контракчĕсемпе ĕçлесси те лайăхланать. Округра промышленность фончĕсем те активлă аталанаççĕ. Çакнашкал фондсем Раççейре 15, пиллĕкĕшĕ _ Атăлçи федераллă округĕнче. Икĕ çулта округри предприятисем 7 миллиард тенкĕ укçа илнĕ.

 Денис Мантуров хăйĕн сăмахĕнче промышленноçри конкуренцие ỹстерме пулăшун çĕнĕ йĕркисене çирĕплетме палăртни пирки каланă. Машинăсемпе оборудовани туса кăларакансене сутнă продукцин 15 процентне субсидилеме палăртнă. Çак тĕллевпе кăçал Раççейре 1 миллиард тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та апат-çимĕç машинисене туса кăларасси ỹссе пырасса шаннине асăннă. Канашлура Денис Мантуров Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне _ экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрне Владимир Аврелькина Раççей Минпромторгĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Координаци канашĕн ларăвĕн ĕçне çавăн пекех патшалăх влаçĕн федераллă тата регионсенчи органсен, Раççейри 60 ытла регионти промышленность предприятийĕсен, отрасльсен пĕрлешĕвĕсен ертỹçисем хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика