31 января 2017 г.
ЭПĔ _ çамрăк çын мар, пурнăç çулĕпе ута-ута çỹçĕм те кăвакарчĕ. 40-50 çул каяллахи пурнăçа хальхипе танлаштаратăп та _ уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт пекех.
Унччен çынсем ĕçе юрласа кайнă, юрласа таврăннă пулсан, халĕ нумайăшĕ ĕçкĕрен ахăрашса таврăнать. Мĕнле кăна ĕçкĕ çук-ши паян: патшалăх уявĕсемпе чиркỹ праçникĕсем, çуралнă кун, çĕнĕ пỹрте куçни, ĕне е качака пăрулани, ывăл е хĕр диплом илни, лавккаран мĕн те пулин туянни тата ытти сăлтавсем. Пĕлĕшĕм шутласа пăхрĕ те, çулталăкăн кашни кунĕнчех ĕçмелли сăлтав тупăнса тăрать. Каймăттăн чĕннĕ çĕре _ çиленеççĕ. «Хыткукарсем, хăйсем патне пырасран хăраççĕ», _ тесе ят сараççĕ.
Хăçан пуçланса кайрĕ-ши çулталăкра виççĕр ытла уяв тăвас йăла? Ман шутпа, колхозсемпе совхозсем, предприятисем арканнă хыççăн ним тума аптăранă халăх ĕçкĕ енне туртăнма тытăнчĕ. Ялта сăмакун аппарачĕсем пĕчĕк заводсем пек канмалли кунсăр «ĕçлеççĕ»: шăнкăр-шăнкăр юхакан хăватлă шĕвек çынсене вăхăтлăха савăнăç кỹрекен наркотикех çаврăнчĕ.
Халĕ тата «Мускав ĕçки» ăнлав вăй илчĕ. Арçынсем Мускавран ĕçлесе килнĕ кун хăна пуçтарма тытăнчĕç. Ĕлĕкрех салтак ачине кĕтсе илнĕ пек, çак кун çитессе тỹсеймесĕр кĕтеççĕ.
Тирпейлĕ кăна ĕçсен темех мар-ха, виçине пĕлместпĕр вĕт! Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки 15-20 çул хушшинче районта çемьери харкашусен шучĕ пилĕк (!) хут ỹснине палăртаççĕ йĕрке хуралçисем. Ăçта харкашу _ унта çапăçу та юнашарах тăрать. Эрех-сăмакун ĕçсе «паттăрланнă» çынна ăçтан чарса пĕтерейĕн?
Тавах турра, пирĕн тăрăхра «фанфурик» е суя эрех ĕçсе вилнĕ тĕслĕхсем пулмарĕç. Иркутск облаçĕнче пĕчĕк кăна «фанфурик» 78 çынна тĕп туни пурне те хăратмалла тата шухăша ямалла. Пĕтетпĕр вĕт, халăх, пĕтетпĕр, укçа парсах вилĕме çывăхартатпăр. Тĕрлĕ чир-чĕр те хăрушă мур пек хирет: вăй-питти çынсемех пурнăçран уйрăлса каяççĕ. Вĕсен пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ-ха, ачисемпе мăнукĕсен ырлăхĕпе савăнмаллаччĕ. Çук, пулмарĕ савăнасси, ĕçкĕ хăйĕн авăрне çăтса илсе çиеле кăлармарĕ. Шел, питĕ шел. Чун ыратать...
С.ИВАНОВ. Шăмăршă ялĕ.